Шупашкарта педагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ

«Енчен те халăх хăйĕн иртнине аса илмесен, пуласлăх пирки шухăшласси иккĕленӳллĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Паян, Шупашкарта этнопедагогикăна йĕркелесе яракана, педагогика наукин докторне, академика Геннадий Никандрович Волкова асăнса Ленин проспектĕнче палăк уçнă. «Чăваш халăхĕ яланах иртнине асра тытать, ăна кирлĕ пек хаклама тăрăшать. Пуласлăх çине шанчăклăн пăхать. Экономика аталанăвĕшĕн те çак ĕç пархатарлă. Тăван çĕре, тăван халăха юратма вĕрентесси те çакăнтан пĕтĕмпех паллă», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Палăка уçнă çĕре Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов, Чăваш Енри ветерансен канашĕн председателĕ, Чăваш Республикин Общество палатин пайташĕ Анатолий Пукки, Геннадий Волковăн пиччĕшĕ – медицина наукин докторĕ, профессор  Анатолий Волков тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче паллă академик Волков яланах пултарулăх ĕçне туптаса тăнине, питĕ пуçаруллă ентеш пулнине каланă. «Геннадий Никандрович нихăçан та хăйне шеллемен, нумай ĕçленĕ, çут-çанталăкпа туслă пулнă, тăван çĕре юратса унран энерги пухнă. Унăн пуçаруллă ĕçĕсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕнĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, 2015-мĕш çулта Шупашкарта пĕтĕмпе паллă ăсчахсене асăнса виçĕ палăк хута кайнине каланă. «Предпринимательсене, вĕрентекенсене, кам та кам Геннадий Никандрович Волковшăн тӳпе хывнă пурне те пысăк тав. Чăваш Ен тĕп хулинче паллă Ленин проспектĕнче çакăн пек палăк уçăлни - пĕлтерĕшлĕ. Объекта чăваш йăлипе «Ниме» мелĕпе пурнăçланă. Пирĕн хамăрăн паллă çынсен пултарулăхне манма юрамасть, яланах вĕсене асра тытмалла, вĕсем çĕршывшăн та регионшăн та пархатарлă ĕçсем пурнăçланă», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă´май. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрне Владимир Иванова шăпах та Геннадий Волков хăй вăхăтĕнче вĕрентнĕ пулнă. Ырă ĕçсем сахал мар хăйĕн хыççăн Чăваш халăхĕшĕн хăварнине асăннă, паянхи çынсемшĕн те унăн ĕçĕсем усăллă пулнине каланă. Академикăн сăмахĕсене аса илсе хăварнă. «Аса илмесен йăла-йĕрке пулмĕ, йăла-йĕрке пулмасан воспитани çук, воспитани пулмасан çынлăх çухалать, çынлăх çухалсан вара халăх та пĕтĕ. Воспитани  вăл юрату тата тĕслĕх. Геннадий Волков пирĕншĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Çак палăк патне пирĕн ачамăрсем, мăнуксем килĕç. Асаилӳ ĕмĕрлĕхех упранĕ, унăн паллă ĕçĕсем ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче сыхланса юлĕç», - тенĕ министр Владимир Иванов. Тĕплĕнрех



28 декабря 2015
19:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter