Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнавăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнавăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче чиркӳпе влаç хушшинчи килĕшĕве, тăнăçлăха, пĕрлĕхе упраса хăварассине тата Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн килĕштерсе ĕçлесси çинчен сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сумлă хăнана регионăн социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та регион çулталăка тивĕçлĕ вĕçлесе пынине асăннă, предприятисемпе организацисенче кирлĕ пек шайра ĕç йĕркеленсе пынине палăртнă. Митрополит хăйĕн сăмахĕнче юлашки çулсенче регионта пурăнакансем храмсене кулленех çӳренине пĕлтернĕ, апла пулсан халăх тĕне ĕненни куçкĕретех, кăмăл-сипет туйăмĕ ырă енне улшăнса пыни пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.



28 декабря 2015
13:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter