Республикăри чи малта пыракан предприятисенчен пĕринче «АККОНД» АО çĕнĕ лини хута кайнă

 


Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче республикăри чи малта пыракан предприятисенчен пĕринче «АККОНД» АО  çĕнĕ лини хута кайнă. Паллă пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ  Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата çакăн пекех 5-мĕш гимназире чи лайăх вĕренекен шкул ачисем пуçтарăннă. Регион Ертӳçи предприяти  ĕçченĕсене çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, «АККОНД» калăплакан таварсем халăх хушшинче анлăн сарăлнине, ăна республикăра анчах мар, регион тулашĕнче те усă курнине каланă. «Хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн пысăк тав. Çулсерен предприятире çĕнĕ цехсем уçăлса пыраççĕ. Коллектив ӳсĕмсемпе палăрать. Тăрăшса ĕçленине кура кăтартусемте пысăк. Ахальтен мар, 2016-мĕш çула Ĕç çыннин çулталăкĕ теме йышăннă», - палăртса хăварнă хăйĕн ум сăмахĕнче Михаил Игнатьев.  Фабрика ертӳлĕхне палăрнă ĕçсемшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕшĕн пысăк тӳпе хывнăшăн, «АККОНД» пĕрлешĕве Чăваш Республикин Хисеп грамотипе саламланă. Фабрикăра тăрăшса ĕçленĕ уйрăм палăрнă ĕçченсене Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса хавхалантарнă. «АККОНД» предприятийĕн Генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов хăйĕн докладĕнче организаци çĕршыври кризиса пăхмасăрах, çулсерен курăмлăн ĕçлесе пынине, çитĕнӳсем те куç умĕнчех пулнине каланă. 2015-мĕш çулăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, кăтарту пур енĕпе те пысăккине пĕлтернĕ.  Тин çеç хута янă çĕнĕ линие пурнăçлама пĕтĕмпе 170 млн. тенкĕ инвестици хывнине палăртнă, ăна пула çынсене валли тата та çĕнĕ 40 вырăн йĕркеленнине каланă. Пухăннисем çĕнĕ цехпа паллашнă, таварсен пахалăхне хакланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев таварсене пысăка хунă. Ачасем те «АККОНД» пылак çимĕçе юратнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов паянхи пурнăç таппинче воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине паллă турăмăр. Литература çулталăкĕ пулнă май, сахал мар ырă кĕнекесене тепĕр хут вуласа кăмăла тултартăмăр. Çитес çул Ĕç çыннин çулталăкĕ. Вĕренӳ тытăмĕнче технологи урокĕсене ытларах тимлĕх уйăрăпăр. Ачасене шкултанах ĕçе юратма вĕрентмелле. Тăрăшса ĕçлемесен, çитĕнӳсем тума питĕ йывăр. Кăна пур çынăн та лайăх ăнланмалла», - тенĕ министр. Гимназире вĕренекенсем хăйсен валли çакăн пек пысăк экскурси йĕркелесе панăшăн савăнса хăйсен шухăш-кăмăлĕ пирки пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



28 декабря 2015
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter