Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене сӳтсе явма пуçличчен, чи малтан вăл  пурне те çывхарса килекен çĕнĕ çул ячĕпе саламланă, 2015-мĕш çулта тухăçлă ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Республикăри мĕнпур предприятисемпе организацисем хальхи вăхăтра 2016-мĕш çул валли çĕнĕ тĕллевсем ларнине асăннă. «Чăваш Ен Правительстви çĕнĕ ӳсĕмсем тăвассишĕн тăрăшать. Паллах, çакă регионта пурăнакансенче те палăрать. Пирĕн пурин те хамăр ума лартнă пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшса ĕçлемелле», - тенĕ вăл. 2015 çулта патшалăхăн тĕрлĕ программисемпе регионта 4,9 пин çын хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, ăна валли пĕтĕмпе 2,8 млрд.тенкĕлĕх тăкакланнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн докладĕнче ытларах регионти социаллă ушкăнри çынсене çурт-йĕрсемпе тивĕçтерни пирки чарăнса тăнă. Патшалăх пулăшăвĕпе 3 пин ытла çамрăк çемье усă курнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветерансенчен 193-шĕ 2015 çулта хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, вĕсене валли пĕтĕмпе федераци хыснинчен  213,1 млн. куçнă. 2010-мĕш çултан пуçласа асăннă программăна тĕпе хурса пĕтĕмпе республикăра 5731 ветерана хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Çитес çул валли программăпа килĕшӳллĕн ветерансене çурт-йĕрпе тивĕçтерме тата та 154,9 млн. тенкĕ куçасси паллă. Пулăшупа 140 ветеран хăтлă хваттерлĕ пулĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн регионта палăртнă патшалăх программи 2016-мш çулта туллин вĕçленесси пирки каланă. Чăваш Республикинчи пĕчĕк тата вăтам предпрнимательлĕхе аталантарассипе йышăннă хушма программăсен ĕç кăтартăвĕпе Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова тĕплĕн каласа хăварнă. Патшалăх пулăшăвĕпе 2015-мĕш çулта пĕтĕмпе 7,6 пин предприниматель усă курнă, хăйсен производство калăпăшне ӳстернĕ.  Пĕчĕк предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем республикăн пĕрлештернĕ бюджетне налуксем пĕтĕмпе 3 миллиард куçарнă. Республика Пуçлăхĕ Индустри паркĕн ĕçĕпе те кăсăкланнă. «Паянхи кун çăмăлах мар экономика лару-тăрăвĕнче пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хута яни çав тери пĕлтерĕшлĕ Патшалăх тивĕçтерекен пулăшусемпе хăшĕ-пĕрисем тĕллевлĕн усă курманни сисĕнет», - тенĕ вăл. Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина хăйĕн сăмахĕнче пирĕн регионти налуксен виçи Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсемпе танлаштарсан пĕчĕк пулнине, 14-мĕш вырăнта республика тăнине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра предпринимательсене аталанма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ йĕркелесе панине палăртнă. Паянхи ларăва пухăннисем «Данон Россия» Шупашкарти Сĕт-çу комбиначĕ филиал хупăнни пирки ыйтăва сӳтсе явнă. Аса илтеретпĕр, Раççейĕпе Danone организаци икĕ завод хупать. Вĕсенчен пĕри – Шупашкарта тата тепри вара Томскра, сăлтавĕ - заводăн хатĕрĕсем пĕтĕмпех юрăхсăра тухнипе çыхăннă, завод калăпласа кăларнă таварсемпе те халăх кăсăкланманни сисĕнет.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак завод пăрахăçланни сĕт рынокне нимĕнле сиен те кӳменнине пĕлтернĕ. Шупашкарти заводра ĕçленĕ 140 çын ĕçсĕр юлнă. Ĕçсĕрлĕх ыйтăвне Чăваш Республикин Правительстви тата Ĕçлев министерстви çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Паянхи кунтан предприятире халăха тĕрлĕ сĕнӳсемпе пулăшаççĕ. Пĕтĕмпе регионта 5 пин ваканси шутланать. Уйрăм специалистсене ытти профессине алла илме те тĕрлĕ пулăшусем пуррине пĕлтернĕ министр. Канашлура тата тепĕр ыйтăва Чăваш бройлер АУО лару-тăпрăвне пăхса тухнă, вĕсен парăмĕсем пирки сăмах пуçарнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче директорсен канашĕ пулассине, унта шăпах та ыйтăва тĕплĕн сӳтсе явасси пирки пĕлтернĕ. Хĕллехи кану кунĕсене усăллă ирттерессипе çыхăннă ыйту пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева тĕплĕн каласа кăтартнă. «Чăваш Енре канса илме вăхăт» проекта кĕртнĕ мероприятисем çинчен чарăнса тăнă, çак ĕçе республикăри районсемпе хуласем те активлă хутшăннине пĕлтернĕ. Чăваш Енĕн тĕп хулинче раштав уйăхĕн 19-мĕшĕнчен Çĕнĕ çул бульварĕ уçăлнă, юмах службин пĕрлехи ĕçĕ пуçланнă. Хулара пурăнакансем палăртнă телефонпа шăнкăравласа мероприятисен йĕрки çинчен ыйтса пĕлме е тата Хĕл Мучипе Юр Пикене киле йыхравлама пултараççĕ.    Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти Пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Елки пулĕ. Харăсах кунта 4 пин шăпăрлан хаваслă уява килсе савăнма, пылак парнесем туянма пултараççĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Çĕнĕ çул уявĕсене çӳллĕ шайра ирттерме, вут-кăвартан уявсем вăхăтĕнче асăрхануллă пулма ыйтнă. Ларура паян ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансене класс чинĕсене ӳстерни пирки çирĕплетекен свидетельство парса чысланă.

 

 



28 декабря 2015
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter