Чăваш Республикинче террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

 


Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ку хутĕнче палăртнă комисси ĕçне Шупашкар районĕнчи «Улăп» сывлăхпа спорт центрĕнче йĕркеленĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа – комиссийĕн председателĕпе пĕрле Раççей Федерацийĕн УФСБ Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ - террора хирĕç кĕрешекен комиссийĕн председателĕн çумĕ Сергей Софронов, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн ертӳçи Станислав Антонов, Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн  пуçлăхĕ Евгений Барсуков, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, комисси членĕсем, Шупашкар районĕн администрацийĕн представителĕсем пухăннă, хăрушсăлăх ыйтăвĕпе çыхăннă самантсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, Чăваш Енре Çĕнĕ çул уявĕсенче хăрушсăрлăха çирĕп пăхăнмалли пирки асăрхаттарнă. «Пирĕн сирĕнпе çирĕп çыхăну йĕркеленнĕ. Регионта çакна кура, социаллă экономика лару-тăрăвĕ пĕр тан лайăх пулса пырать», - тенĕ хăй сăмахне пуçланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, хĕллехи кану вăхăчĕпе çыхăннă уявсем пурте çӳллĕ шайра иртсе каймаллине каланă. Обществăра йĕркене пăхăнмаллине, усал инкексенчен  асăрхануллă пулмаллине асăнса хăварнă. Палăртнă ыйтусемпе ĕçе епле йĕркелени пирки вырăнти лару-тăрупа Шупашкар районĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Зоя Маслова тĕплĕн каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх, районта тăнăçлăх хуçаланать, инкек пулнă тĕслĕхсем пачах та çук. Ĕçлĕ ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх йышлăн пухăнакан вырăнсенче уйрăмах тимлĕ пулмаллине чĕнсе каланă. Кун йышши ларусене малашне республикăри районсемпе хуласене çитсе унта ирттерме палăртнă. Тĕплĕнрех 



29 декабря 2015
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter