Шупашкарта Çĕнĕ çул умĕн «Лапландия» ятлă çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă

 


Шупашкарта раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче «Лапландия»  ятлă çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă. Хаваслă лару-тăрăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Енĕн вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Чăваш Ен Правительствин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - вĕренӳ пайне аталантарса пырасси пулнине асăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн программипе килĕшӳллĕн юлашки çулсенче республикăра ача сачĕ ыйтăва туллин тивĕçтернине палăртнă, шкул çулне çитмен 21,5 пин ачана ача садне çӳреме вырăн йĕркеленине каланă. «Ачасем - пирĕн пуласлăх. Вĕсем телейлĕ пулччĕр тесе, пирĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех йĕркелесе памалла, ӳссе çитĕнсен çĕршыва юрăхлă çынсем пулччĕр тесе тăрăшмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Юлашки тăватă çул хушшинче регионта ача çураласлăх ӳссе пынине, демографи лару-тăрăвĕ пурне те хавхалантарнине палăртнă. «Паянхи пурнăç таппишĕн тепĕр çивĕч ыйту - шкулсем хута ярасси. Республикăра икĕ сменăпа ачасене вĕрентессине пачах та пăрахăçламалла, - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Суйлав вăхăтĕнче «Пĕрле пурăнмалла – пĕрле ĕçлемелле» тесе сахал мар каланă. «Чăваш Енре 30 шкула тĕпрен çĕнетсе модернизацилеме палăртнă, ĕçсене пĕтĕмпех 10 çул хушшинче пурнăçа кĕртмелле. 2016-мĕш çулта программа старт илĕ. Шупашкарта Гладкова урамĕнче çĕнĕ шкулăн строительство ĕçне пуçламалла. Республикăра пурăнакансен пурнăç условийĕн шайĕ пысăк пултăр тесе тăрăшăпăр», - тенĕ вăл. «Федераци Канашĕн ларăвĕсенче пĕр хуччен çеç мар Чăваш Республикине Раççей шайĕнче сывлăх сыхлавĕ, вĕрентӳ пайĕнчи лайăх кăтартусемшĕн чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан регион тесе аса илеççĕ, тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртаççĕ. Михаил Игнатьев хăйĕн позицине Наци рейтингĕнче ТОПра çирĕп тытса пырать. Ытти регионсем хушшинче унăн ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ. Çитĕнекен ăру валли çирĕп пуласлăх», - тенĕ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев. Сăмаха май, вăл çитес çула республикăра Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнине асăннă, пурнăçа лайăхлатас тесессĕн тата та ытларах тăрăшса ĕçлемеллине каланă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов регион Ертӳçи ача сачĕсен ыйтăвĕсене вăхăтра кирлĕ пек шайра татса панине палăртнă, тĕллевсем пĕтĕмпех пурнăçланнине асăннă.  2012-мĕш çултан пуçласа Шупашкарта пĕтĕмпе шкул çулне çитмен ачасене валли 16 учреждени хута янă. Кунччен маларах 20 çул хушши пĕр ача сачĕ те хута яманнине палăртнă. Паян палăртма кăмăллă, 33 пин пепке ача садне çӳрет. Кăнтăр хĕвел анăç районĕнче пурăнакан Светлана Константинова хăйĕн икĕ çулхи тĕпренчĕкĕпе паллă пулăма пынă. Савăнăçне те пытарайман: «Çав тери пире савăнтарать, çак ача сачĕ хута кайни. Садике ача çӳреме пуçласан, тӳрех хамăн юратнă ĕçе каятăп», - тенĕ амăшĕ. Сумлă хăнасем учрежденине пăхса çаврăннă, условисемпе паллашнă, ача сачĕн ертӳçи Светлана Бардасова çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ воспитательсемпе, ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе калаçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Ачасене пултарулăх енĕпе аталантарса пыракансен ĕçне пысăка хакланă. Шăпăрлансем регион Ертӳçине хăйсен аллисемпе ăсталанă Çĕнĕ çул  теттисене кăтартнă. Çак учрежденине харăсах 220 ача çӳреме пултарать. Объекта Чăваш Республикин Патшалăх программипе килĕшӳллĕн хăпартса лартнă, пĕтĕмпе мĕн-пур бюджетран 114 млн. тенкĕлĕх тăкакланнă. Тĕплĕнрех



29 декабря 2015
15:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter