Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри чи ăста ĕçченсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă

 


Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри чи ăста ĕçченсене Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх наградисене парса чысланă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче пултаруллă культура ĕçченĕсем, наука ăсчахĕсем, тухтăрсем, вĕрентекенсем, экономика пайĕн тĕрлĕ тытăмĕнче вăй хуракансем, общество ĕçĕнчи хастар ентешсем, муниципалитет тата патшалăх служащийĕсем пулнă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе пурне те саламланă, хăйсене шанса илнĕ профессире яваплăха туйса тăрăшса ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă,  кашни çынăн ырă та пархатарлă ĕçĕ республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Сирĕн ĕçе пыска хаклатпăр. Пулас ăрушăн – эсир тĕслĕх вырăнĕнче. Сирĕн пек ăста та паттăр çынсем çинче тытăнса тăрать те шăпах та республика, Раççей», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир Крганов ĕçне уйрăммăн палăртса хăварнă, обществăшăн пысăк ĕçсем тунине тĕрлĕ тĕн халăхне килĕштерсе пурăнма витĕм кӳнĕшĕн ырланă. Паянхи уявра Чăваш Енри 34 çынна хаваслă лару-тăрура патшалăх наградисемпе хавхалантарнă. «2016-мĕш çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. Пирĕн тăрăх ĕç йăла-йĕркисемпе пуян. «Этем тени ĕçпе паха», - ахальтен каламан ваттисем. Пирĕн паянхи тĕллев – çитĕнекен ăрăва ĕç профессине юратма, мĕн ачаран  ĕçлеме хăнăхтарасси. Шанатăп, сирĕн пархатарлă ĕç çитĕнекен яш-кĕрĕмшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрассине.  Ырă ята тăрăшса ĕçлесен тин тивĕçме пулать. Çак ăнлава çамрăксен лайăх ăнланмалла», - тенĕ паянхи мероприятине пĕтĕмлетнĕ май. Тĕплĕнрех

 



29 декабря 2015
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter