Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе тĕлпулу ирттернĕ

 


Раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансемпе тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу тĕпрен илсен пĕр сехет çурăна тăсăлнă. «Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕ» ята илме стаж пĕчĕкленнине, импорт таварсене улăштарассине тата ытти ыйтусем тавра тĕплĕн калаçу пуçарнă.  2015-мĕш çула пĕтĕмĕшле палăртас пулсан, çăмăлах мар пулнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çав вăхăтрах пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем нумай пулса иртнине асăнса хăварнă. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта «Хĕвел» производство вăй илсе кайни, Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн Правительствин Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев килсе кайни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине паллă туни,  çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ пулни, Мускав тата Руç Патриархĕ Кирилл ĕçлĕ çулçӳревпе килсе Чăваш Ен халăхне пил парса хăварни тата тепĕр пысăк пулăм Чăваш Ен Пуçлăхне суйлани. «Мана халăх шанса суйланă, манăн хамăн ĕçсене яваплăха туйса туллин пурнăçламалла.  Тĕп тĕллевсенчен пĕри – халăхăн пурнăç  условийĕн шайне ӳстересси тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пĕтĕмпех татса парасси.  Çынсен паян пурнăçĕ ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех. Çĕнĕрен те çĕнĕ çемьесем  чăмăртанаççĕ,  пĕчĕк пепкесем кун çути кураççĕ - çаксем пурне те пурăнма хавхалантараççĕ», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Малашнехи пурнăçшăн лартнă тĕллевсем пирки те тĕплĕн чарăнса тăнă.  Паллах, тĕлпулу вăхăтĕнче тĕнчери политика лару-тăрăвĕ пирки те сăмах пуçарнă. Раççейри ытти регионсем хушшинчи килĕшӳ пирки те массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем республика Пуçлăхĕнчен тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ. Крыма çирĕп çыхăну аталанса пыни çинчен те журналистсем кăсăкланнă. Чăваш Республики нарăс уйăхĕнче 2015-мĕш çулта Крымпа пĕр-пĕринпе килĕшсе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳ хутне те алă пусса çирĕплетнĕ. Паянхи кун тĕлне икĕ республика хушшинче çирĕп çыхăну вăй илсе пырать: культура, экономика енчен пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси çав тери пысăк шайра пурнăçланать. Калăпăр,  «Чувашторгтехника» АУО Крым валли апат-çимĕç таварĕсене хатĕрлемелли ятарлă оборудованисем калăплать. Ача сачĕсене, шкулсене тата ытти вĕренӳ учрежденийĕсене  те пирĕн предприятисем ятарлă хатĕрсемпе тивĕçтернине пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пуласлăхра тата та ытти сферăра çыхăнăва анлăлатма тĕллевсем ларни пирки каласа хăварнă. Журналистсем республика Пуçлăхĕнчен мĕнле хаçат-журналсене вуланине, камсене ытларах шаннине ыйтса пĕлнĕ. «Грани» хаçат тĕп редакторĕ Наталия  Колыванова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци рейтингĕнче ТОПра хăйĕн позицине çирĕп тытса пыни пирки аса илнĕ.  Раççей Федерацийĕн ытти  субъекчĕсем хушшинче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ чи ăнăçлă ĕçлекен Ертӳçĕ пулни пурне те хавхалантарать. Сăмаха май, регион Ертӳçи çав тери пысăк хăвăртлăхпа нумай ĕçе пурнăçланине асăннă. Ĕçе  кирлĕ пек шайра пурнăçлама епле май килет тесе ыйтнă тĕп редактор Наталия Колыванова. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пушă вăхăтра спорта çӳренине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине каланă. Чăваш Енре туризма аталантарассипе çыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуçарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ытларах агротуризм вăй илсе пынине палăртнă, паллах, кун енĕпе пурнăçламалли ĕçсем сахал мар пулнине каласа хăварнă, «Этническая Чувашия» проекта пула, Чăваш Ен тĕп хулинче культурăпа çывăх паллашма, чăваш йăл-йĕркине пĕлме питĕ меллĕ пулнине палăртнă.  Ку хутĕнче пухăннисем шкул ыйтăвĕ пирки те канашланă. Михаил Игнатьев çитес çулта Шупашкарта Гладкова урамĕнче çĕнĕ шкул çĕклесе лартма тĕллев ларни пирки пĕлтернĕ. «Пĕрле пурăнмалла, пĕрле ĕçлемелле» тесе Суйлав вăхăтĕнче пĕр хуччен çеç мар каланă, Чăваш Енре 30 шкула модернизацилеме палăртса хунă.  2016-мĕш çула Ĕç çыннин çулталăкĕ теме йышăннă. Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма вĕрентмелле, вăл хăйĕн ачисене те ĕçе ачаран хăнăхтарнине каланă. Çуллахи кану вăхăтĕнче килте пахча-çимĕç лартса çитĕнтерме пулăшнине, ӳссерех çулсенче предприятисенче те май килнĕ таран ĕçленине палăртнă. Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен çулталăка пĕтĕмĕшле калас пулсан, ăнăçлă вĕçленсе пынине асăннă. Журналистсене регионăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе тĕплĕн паллаштарса хăварнă. Регионта халăхăн шалу укçи те çулсерен хăпарса пынине, производствăсем вăй илнине, çĕнĕрен те çĕнĕ пысăк технологиллĕ предприятисемпе организацисем хута кайнине, сывлăх сыхлавĕпе культура, спорт, вĕренӳ пайĕсем куçкĕретех ырă енне улшăнса пынине каланă. «Малашне те республикăна аталанма, экономикăна çирĕп ура çинче тăма сĕнетĕп», - тесе вĕçленĕ хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  пухăннă журналистсене пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, çывхарса  килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă. Тĕплĕнрех

 

 



29 декабря 2015
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter