Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑк

Раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта педагог ӑсчаха Геннадий Никандрович Волкова халалласа палӑк уҫнӑ. Скульптурӑна Ленин проспектӗнчи 35 тата 39-мӗш ҫуртсен хушшине лартнӑ. Этнопедагогикӑна йӗркеленӗ Геннадий Волкова халалланӑ палӑка, аса илтерер, 2013 ҫултах уҫма палӑртнӑ. Икӗ ҫул каялла Ленин проспектӗнче пулас монумент вырӑнне чул хунӑ. Палӑка паян  уҫнӑ. Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Геннадий Никандрович 1927 ҫулта Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗк ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ унӑн ячӗпе ЧППУн этнопедагогикӑн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ хисепленет.  Раштавӑн 27-мӗшӗнче, Геннадий Волков пирӗнтен уйрӑлса кайнӑранпа 5 ҫул ҫитнӗ.



Республикăра тухса тăракан хаçат
29 декабря 2015
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter