ЖКХ пайне хĕллене хатĕрлесси, çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă патшалăх программи пурнăçа кĕни, тăлăх ачасене лайăх çуртсемпе тивĕçтересси ыйтусемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


Çĕршывра экономика йывăрлăхне пăхмасăрах, граждансене аварийлĕ çуртсенчен куçарас тĕллевпе йышăннă патшалăх программин туллин пурнăçламалла», - тенĕ Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич. Паянхи ХКХ ыйтăвĕсем, тăлăх ачасене, граждансене авариллĕ çуртсенчен хăтарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе çыхăннă ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев, Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн Çумĕ Андрей Чибис, федерацин влаç органĕсенче тăрăшакансем, Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсен ертӳçисем, строительство тытăмĕнче вăй хуракансем пухăннă. Михаил Бабич палăртнă темăсем çав тери çивĕч тĕрĕслевре пулнине асăннă. Çакăн пирки Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин та çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă Указĕнче палăртса хăварнă. «Ресурссене тупассишĕн кăна тăрăшмалла мар, кирлĕ пек хакпа çуртсене хăпартса лартма майсем шырамалла», - тенĕ вăл. «Эпир Шупашкарти пĕр объектра пултăмăр», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май. «Çурта çелтен çеç мар пăхса тухрăмăр, кунта чĕннипех те пур условисем те пуррине курса ĕнентĕмĕр.   Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Енре лару-тăру питĕ аван», - тенĕ сумлă хăна.  Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕн Çумĕ Андрей Чибис хăйĕн сăмахĕнче çынсене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтарса лайăх хваттерсемпе тивĕçтерес енĕпе йышăннă патшалăх программи кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине асăннă, Атăлçи федераци округĕнче Чăваш Республики малтисен вырăнĕнче тăнине палăртса хăварнă. Программа нимĕнле кăлтăксемсĕрех туллин пурнăçланса пынине асăннă. Михаил Бабич граждансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтересси, тăлăх ачасене пулăшасси приоритетлă ыйтусем пулса тăнине уйрăммăн палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительне Михаил Бабича çакăн пек пысăк мероприятине Чăваш Енре йĕркелесе ирттерме витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă. «ЖКХ пайне хĕллене хатĕрлесси, граждансене аварийлĕ çуртсенчен хăтарса хăтлă хваттерсене куçарасси, тăлăх ачасене лайăх çуртсемпе тивĕçтересси – çав тери актуаллă ыйтусем. Пирĕн халăхăн кăмăлĕ пĕтĕмпех социаллă ыйтусене мĕнле пурнăçланинчен килет», - тенĕ Михаил Игнатьев. Кăçал хутса ăшăтмалли хĕллехи тапхăра пур объектсене те вăхăтра йĕркелесе çитернине палăртнă вăл. Муниципалитетсенче коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн пухăнса кайнă парăмсем канăçсĕрлетнине пĕлтернĕ. Газшăн ытти ресурссемпе усă курнăшăн парăмсене татма ятарласа график та çирĕплетнине пĕлтернĕ. Чăваш Енре граждансене аварийлĕ çуртсенчен хăтарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç 2008-мĕш çултан тытăннă. Юлашки икĕ çул хушшинче пурĕ 5100 çынна хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ. 2015-мĕш çул вĕçленнĕ тĕлне ку асăннă кăтарту 6200 çынпа танлашасси те паллă.  «Чăваш Республикинче палăртнă программа 2017 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пĕтмелле. Чăваш Енре федераци саккунĕсемпе килĕшӳллĕн тăлăх ачасене хваттерсемпе тивĕçтерес ĕç те кирлĕ пек шайра пурнăçланса пырать. Юлашки çулсенче регионта пурăнакан 1200 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтернĕ те. Çулсерен 120-130 çынна хăтлă çуртсемпе тивĕçтерме тĕллев лартнă», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, тăлăх ачасене пулăшу кӳрессипе йышăннă ĕç опычĕпе пухăннисене тĕплĕн паллаштарнă. Регионта ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасем ытларах ытти çемьесенче çитĕнни те куçкĕретех. Усрава илнĕ ачасене çав тери лайăх условисенче пăхса çитĕнтернине палăртнă. «Пирĕн регионта енчен те çемьесем тăлăх ачасене усрава илме кăмăл тăваççĕ пулсан, вĕсене укçан та пулăшупа тивĕçтернĕ. Пособисене çемьесем вăхăтра пурте илсе пыраççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ калаçăва малалла тăснă май. «Енчен те тăлăха усрава çемье илчĕ пулсан, вĕсене пĕр хутчен 300 пин тенкĕ, ача инвалид пулсан вара 375 пин тенкĕлĕх пулăшупа тивĕçтернĕ. Кăтарту ку енĕпе ырă енне улшăнса пыни сисĕнет. Республикăра тăлăхсене усрамалли   виçĕ интернат хупăнни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ вăл.  Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Бабич çĕлерех асăннă ыйтусемпе ĕç-пуç епле пурнăçланса пынине Раççей Строительство министерствин, прокуратура ĕçченĕсен тăтăшах тĕрĕслесе пымаллине палăртса хăварнă.

 Тĕплĕнрех



03 декабря 2015
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter