Сочиненипе «зачет» пулсан экзамена çул уçă

Декабрĕн 2-мĕшĕнче вунпĕрмĕш класра вĕренекенсем сочинени çырчĕç. Ку тĕрĕслев шкулсенче иккĕмĕш çул иртет. Ăна ăнăçлă çырни шкул пĕтерекенсене ППЭ кĕме ирĕк парать. Апла пулсан вĕренекенĕн «зачет» илме тăрăшмалла.

Элĕк районĕнче ку тĕрĕслеве 108 ача хутшăнчĕ. 3 сехет те 55 минут хушшинче вĕсен сĕннĕ пилĕк темăран пĕрне уçса памалла пулчĕ. Кăçал малтанхи тăватă теминче «вăхăт», «кил», «юрату», «çул» тĕрев сăмахĕсем панă. 5-мĕш тема Раççейри Литература çулталăкĕпе çыхăннă, «Литература вулавĕ - ĕç е кану?» тема тавра шухăшлама сĕннĕ. Вунпĕрмĕшсемшĕн тĕрĕслев йывăр пулмарĕ пулĕ тесе шанас килет. Енчен те малтанлăха ĕç ăнмарĕ пулсан февралĕн 3-мĕшĕнче тата майăн 4-мĕшĕнче тепĕр хут сочинени çырма ирĕк пур.  (М.Михайлова)              



03 декабря 2015
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter