Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2012-мĕш çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ регионти ĕç ушкăнĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин премьер-министрĕ Иван Моторин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2012-мĕш çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе йĕркеленĕ регионти  ĕç ушкăнĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Бюджетпа çыхăннă ыйту тавра Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина каласа кăтартнă. Министр палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕ 628 млн тенкĕ профицитпа пурнăçланнине, республика бюджечĕ вара 62,1 млн. тенкĕ профицитпа (тупăшсем тăкаксенчен ытларах пулни) танлашнине пĕлтернĕ. Республикăра Раççей Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă указĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 19 млрд. тенкĕлĕх тăкакланнине, Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне 2015-мĕш çул валли 5,8 млрд. тенкĕ пăхса хăварнине, паянхи кун тĕлне палăртнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле пайĕнчен  68 процентне ĕçе кĕртме те ĕлкĕрнине асăннă. Укçан ытларах пайĕ бюджет пайĕнче ĕçлекенсен шалу укçине пысăклатма кайнă, кăтарту - 2,6 млрд тенкĕпе танлашать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тăкаксен пайне оптимизацилеме сĕннĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче Раççей Президенчĕн Указне тĕпе хурса регионта наркологи службине модернизациленине пĕлтернĕ, 2011-мĕш çултан пуçласа палăртнă тытăма тĕпрен çĕнетме 45 млн. тенкĕ пĕтернине асăннă. Наркологи уйрăмĕсенче пурлăхпа техника базине тĕпрен улăштарнă, кадрсен пĕлĕвне ӳстерес  ыйтусемпе те сахал мар ĕçленине асăннă, паянхи кун тĕлне регионти учрежденисенче пурĕ  55 врач-нарколог тăрăшнине каланă. 2011-мĕш çултан пуçласа пиллĕк врач-нарколог палăртнă уйрăма ĕçлеме килнине асăнса хăварнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ республикăра асăннă ыйтупа лару-тăру лайăх пулнине пĕлтернĕ, наркоманипе алхасакансен шучĕ Раççейре ытти регионсемпе танлаштарсан самай сахал пулнине ырă хыпара пĕлтернĕ. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен Патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева патшалăх пурлăхĕсемпе эффективлă усă курманни пирки палăртса хăварнă.  Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Рспубликин Сывлăх сыхлавĕн министерстви, Культура, Спорт министерствисем, Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерстви тата ытти хăш-пĕр министерствăсен балансĕ çинче тăракан пурлăхсене пурĕ 166 объекта шута илнине асăннă. Малашне палăртнă объектсене пурнăçа кĕртсе ĕçлеттерессипе ятарлă мерăсем йышăнмалли çинчен каласа хăварнă. Тĕплĕнрех



03 декабря 2015
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter