Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырура лартнă тĕллевсем пире малашнехи пурнăçра халăх пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма хушма мерăсем йышăнма хавхалантараççĕ», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 


 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин  РФ Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырура лартнă тĕллевсем пире малашнехи пурнăçра халăх пурнăç условийĕн шайне лайăхлатма хушма мерăсем йышăнма хавхалантараççĕ», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Паян, раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра Кремлĕн Пысăк керменĕн Георгий залĕнче Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Думине Çырупа тухнă мероприятинче пулнă. Чĕннĕ официаллă хăнасем 1000 яхăн пуçтарăннă.  Вĕсем: Федераци канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Правительствин членĕсем, Аслă судсенче ĕçлекен ертӳçĕсем, федерацин регионсен пуçлăхсем, обществăлла организацисен, обществăлла палата ертӳçисем, Раççейри чи пысăк массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем пуçтарăннă. Кăçалхи Патшалăх Думине янă Çырура Раççей Президенчĕ ытларах терроризма хирĕç кĕрешес ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрнă. РФ Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн кăçалхи Çырăвне пĕтĕм тĕнчери политикăран, тĕрлĕ çĕршыв Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисенчен пуçларĕ. Çав вăхăтрах вырăс халăхĕн кăмăл-сипет хăвачĕ, патриотизмĕ мĕнешкел пысăккине палăртрĕ. «Раççей вăйĕ – пĕрлĕхре, тăнăçлăхра, культурăпа йăла-йĕркене пăхăнса, тĕрлĕ тĕн халăхĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса килĕштерсе пурăннинче.  Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тивĕç -экстремизма тата ытти юрăхсăр ĕçсене хирĕç тăрасси - патшалăхăн тĕп шăнăрĕ пулса тăрать», - тенĕ вăл.  Федераци Канашне янă Çырура Раççей Президенчĕ Владимир Путин малашлăха аван курса тăни, ăна тĕрĕс хаклани савăнтарчĕ. Раççей - вăйлă çĕршыв. Çакăн пекех 2016-мĕш çулта суйлав иртесси пирки каласа хăварнă. Ун чухне Патшалăх Думине депутатсене халăх суйлĕ. «Суйлав умĕнхи ĕç питĕ таса, йĕркеллĕ пулмалла, суйлава хутшăнакансен саккуна пăхăнса ĕçлемелле, пĕрне-пĕри хисеплеме пĕлмелле», - тенĕ  Владимир Путин. Хăй вăхăтĕнче вырăссен паллă историкĕ  Николай Карамзин çапла каланă: «Кам та кам хăйне хисеплемест, ыттисем ăна кăмăл туманни пирки иккĕленме кирлĕ мар», - тенĕ. Федераци канашне тухнă Çырура  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин бюджета шайлаштарассине пирки, ĕç климатне лайăхлатассине, экономика базине çирĕплетессине, хамăрăн тăрăхри таварсене ытларах рынокра тăратассине, транспорт инфратытăмне модернизацилессине, пултаруллă ачасене тупса палăртассине, наци ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрассине, ачасене патриотизм воспитани парас ĕçсене тĕп тĕллевсем тесе палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çырура тĕнчери тата шалти политикăна тĕрĕс йĕркелесе пырассине малти плана кăларнине асăннă. Ыйту пурне те Раççейре пурăнакансене канăçсĕрлетет. Мĕн тумаллине те эпир питĕ лайăх пĕлетпĕр тенĕ сăмахсем те шанăç çуратаççĕ. Малашнехи пурнăçра экономикăна кирлĕ пек аталанса пырассипе тĕрĕс тĕллевсем лартнă. Импорта улăштарассипе, ял хуçалăхне аталантарассипе те кирлĕ пек мерăсем йышăнма хушать. Малашне те сывлăх сыхлавĕнче, вĕренӳре, пур социаллă тытăмра та ĕçсем пурнăçланса пырĕç. Шкулсене хăпартса лартма 2016-мĕш çулта федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ куçарасси те паллă. Федераци программине Чăваш Ен хутшăнма хатĕр. Сывлăх сыхлавĕн пайĕпе илес пулсан, республикăра 100 ФАП хута янă. Тата та 50 ФАП çĕклесе лартма шантарнă, ăна та пурнăçлăпăр. Раççей Президенчĕ пирĕн ума лартнă тĕллевсем пире çĕнĕ çул-йĕрсем шырама чĕнет. Ку чи пахи», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



03 декабря 2015
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter