Элĕк районĕ: ентеш пур енлĕ маттур пулнине, сывлăх кăлтăкне пăхмасăр малалла талпăннине курсан пĕрре тĕлĕнетĕн, тепре савăнатăн

Шăпа темелле-ши е пурнăçăн саккунĕ çирĕпрен, хевтесĕррисем, вăйсăррисем те пур пирĕн хушăра. Нушаллă çынсен пурнăçне кăштах та пулин çăмăллатас, май килнĕ таран пулăшас, вĕсем те обществăран аякка пăрăнса ан юлччăр тесе тимленипех пулĕ çулсерен Инвалидсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Çавна май кашни çулах Элĕкри «Хĕлхем» спорт шкулĕнче асăннă категорие кĕрекенсем спорт ăмăртăвне пухăнаççĕ.

Хевтесĕррисем тĕрлĕ конкурс-фестивале хутшăннине пĕрре мар палăртнă эпир. Питĕшкасси ялĕнчи Надежда Егоровна Николаева та пултаруллисен йышĕнче. Вăл спортра, юрă-ташăра пуçаруллă та маттур, ал ĕçĕнче те ăста.

Пурнăç уттипе тан пыма тăрăшаканскер хастарлăхĕпе палăрать, тĕрлĕ йывăрлăха пăхмасăр малалла талпăнать. Надежда Николаева спортра хастар пулнине кашнинчех курса ĕненетĕп. Вăл дартс, сĕтел çи теннисĕн вăййисенче, пауэрлифтингра тата коляскăпа хăвăрт чупассинче яланах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕрет. Сăмахран, иртнĕ çулхи çуллахи ăмăртура Вăрнар, Элĕк, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне, Çĕмĕрле районĕсенчен тата Шупашкар хулинчен килнĕ сывлăх енчен хавшаккисем спортăн тăватă тĕсĕпе вăй виçнĕччĕ. Надежда Николаева кашнинчех малти вырăнсене йышăннăччĕ.

«Икĕ çул каялла Шупашкарта «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен пĕрлĕхĕ» организаци «Пĕрле эпир пурне те çĕнтеретпĕр» пултарулăх фестивалĕ пулчĕ. Ун чухне те Надежда Николаева илемлĕ те уçă сассипе пурне те тыткăнларĕ, «Вокал» номинацире палăрчĕ», - каласа парать районти инвалидсен обществин председателĕ Геннадий Деомидов.

Кăçалхи çул вара Надежда Николаевăшăн нумайлăха асра юлĕ. Август уйăхĕн 26-мĕшĕнче Элĕк салин уявĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăна уçăлса çÿремелли коляскăна çĕнетме пулăшма шантарчĕ. «Нумаях та вăхăт иртмерĕ, Элĕкри социаллă пулăшу паракан центрĕн мобильлĕ бригади мана хаклă парне пачĕ. Асăннă техника хатĕрне социаллă страхлав фончĕ тивĕçтернĕ», - хавхаланупа каласа парать Надежда Николаева.

Вăл çутă ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Вăй-халĕ çăлкуç пек тапса тăрать тейĕн. Ентеш пур енлĕ маттур пулнине, сывлăх кăлтăкне пăхмасăр малалла талпăннине курсан пĕрре тĕлĕнетĕн, тепре савăнатăн. (Н.Никифорова)

 



03 декабря 2015
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter