Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă

 Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Транспорт эрни -  2015» халалласа Раççей Федерацин транспорт Министрĕ Максим Соколов ĕçлĕ ирхи апат мелĕпе йĕркеленĕ пулăма хутшăннă.  Мероприятине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуçи  Игорь Левитин, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертӳçисем, строительство тытăмĕнче ĕçлекен ертӳçĕсем, патшалăх влаç органĕсенче тăрăшакансем пуçтарăннă. Ĕçлĕ ирхи апатланăва пухăннă ертӳçĕсене Раççей транспорт Министрĕ Максим Соколов саламланă май, инфратытăма аталантарассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртес ĕçре ытларах бюджетран кĕмен укçа-тенкĕне явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, çул-йĕр пайĕнче пурнăçланакан пысăк проектсен ĕçĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, паянхи пурнăçшăн уйрăм çынсем инвестици хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Ку енĕпе саккун та ирĕк панине палăртса хăварнă. 12 тоннăран ытларах таякан пысăк таварлă машинăсене  автомашина çулĕсемпе çӳреттернĕшĕн пуçтарăнакан укçа-тенкĕне чи малтанах регионсене куçарса пама йышăннă пулнă. Паллах, пулăшупа усăсăр, çулсем çинчи шăтăксене саплама çиелтен ĕçлемелле маррине çирĕп асăрхаттарса хăварнă.  12 тонна таякан автомашинăсенчен укçа пуçтарассине чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнчен ĕçе кĕртнĕ. Çак кĕске вăхăтра пурĕ 800 млн. тенкĕ пухма та ĕлкĕрнĕ, укçана Çул-йĕр фондне куçарса панă. «Паян ыйту тухса тăрать – укçана куçарса памалли ятарлă методика йышăнса хăвармалла. Ĕç хутне хатĕрлесе те çитернĕ, Раççей Экономика министерствипе тата Финанс министерствипе пĕрле пăхса тухмалла», - тенĕ, ĕç хучĕн тĕп ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Раççей Çул-йĕр агенствин ертӳçи Роман Старовойт 2016-мĕш çулта проектсене валли 39 млрд. тенĕ патнелле укçа-тенкĕ пăхса хăварнине асăннă.  Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев   «РЖД» АУО вице-президенчĕпе Александр Мишаринпа тĕл пулнă, регионта пысăк хăвăртлăхпа çӳреме май паракан магистраль хута ярассипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Тĕплĕнрех



03 декабря 2015
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter