Федерацин Атăлçи округĕнчи Çамрăксен канашĕн ларăвĕнче: «Обществăн кăмăл-сипетне, патшалăхăн вăйне çирĕплетесси – пирĕн тĕп тивĕç» – тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

 Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкарта федерацин Атăлçи округĕнчи Çамрăксен  канашĕн ларăвне ирттернĕ. Паллă мероприятине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă. Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти официаллă çынсем хутшăннă. Пухăннисем çамрăксене патриотла воспитани парассипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем тавра канашланă. Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче, юлашки вăхăтра çĕршывра пулса иртекен пăтăрмахсене кура, уйрăмах çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕç çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварнă. «Сирĕн пуçаруллă ĕçĕрсем, пĕлĕвĕр Раççейшĕн пысăк пархатарлă. Шăпах та, эсир паян хăвăра  кăтартса пама пултаратăр, питех те меллĕ», - тесе каланă федерацин Атăлçи округĕн Çамрăксен канашĕн членĕсене. Паянхи пурнăç таппинче çамрăксене воспитани парас ĕçре çĕнĕ юхăм йĕркелемеллине, тĕрлĕ майсем, çĕнĕрен те çĕнĕ стратеги палăртмаллине асăннă. «Ку енĕпе Раççей Правительстви 2016-2020-мĕш çулсем валли йышăннă проекта та анлăн пăхса тухассипе ĕçлет.  Чи пахи, кун пек ĕçсене регионсем шайĕнче те йышăнса хăварсан аван пулнă пулĕччĕ. Çамрăксен пĕрлешĕвĕсен ытларах вăй хума тивĕ», - тенĕ сумлă хăна калаçăва малалла тăснă май. Чăваш çĕрĕ çине килсе çитнĕ Çамрăксен канашĕн членĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. «Патшалăх вăйне тата обществăн тăнăçлăхне, кăмăл-сипетне çирĕплетесси – пирĕн пурсăмăрăн та тĕп тĕллев», - тесе чĕнсе каланă çамрăксене. Чăваш Енре çамрăк ăрăва çарпа патриотизм туйăмне аталантарса пырассипе пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернине палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуçарăвĕпе йĕркеленĕ тĕрлĕ проектсене Чăваш Республикин çамрăкĕсем тăтăшах хутшăннине палăртнă. «Пирĕн, паллах çитĕнӳсем те куçкĕретех, анчах та паянхи пурнăçра кăтартусемпе лăпланса ларма юрамасть, малалла ăнтăлассишĕн тăрăшмалла. Палăртма кăмăллă, республикăра «Зарница»  тата «Орленок» çар вăййисене 47-мĕш хут пĕр чарăнми ирттерни те питĕ паха», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Пирĕн регион спортпа туслă. Республикăри спорт шкулĕсенче пĕтĕмпе 32,5 пин ытла яш-кĕрĕм куллен спорта хăйсен сывлăхне çирĕплетме çӳреççĕ. Кадет классĕсем вăй илсе пыраççĕ, вĕсене валли регионта çĕнĕ çурт та хута яма палăртса хунине пĕлтерĕ Михаил Игнатьев.  Волонтерсен юхăмĕ çулран çул регионта вăй илсе пырать. Республикăри çамрăксем Шупашкарта çăмăл атлетикăпа иртнĕ Европа чемпионатĕнче те хăйсене кирлĕ пек шайра кăтартса пачĕç. Чăваш Енре тĕпчев ĕçĕсене çамрăк ăру хастар хутшăнать. Çулсерен пирĕн яш-кĕрĕм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн юлнă ĕçсене тĕпчес тĕлĕшпе сахал мар экспедицисене хутшăнса çитĕнӳсемпе палăраççĕ. Яшсем çулсерен çар ретне тăрас текенсен шучĕ куçкĕретех ӳссе пырать. Тăван çĕршыва хӳтĕлеме çара çамрăксем хаваспах хăйсен ирĕкĕпе каяççĕ. Нумаях пулмасть, Чăваш Енрен паттăр яшсем, Мускава Президент полкне кайрĕç. Паянхи çамрăк ăру салтака кайса, тăван çĕршыва хӳтĕлемеллине çав тери лайăх ăнланать. Чăн-чăн арçын пулас тесессĕн, ĕмĕртен ватăсем те каланă, салтака кайса килмелле тесе», - палăртнă Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  Комплекслă ĕçсене йĕркелесе пынине кура, паянхи çамрăксем обществăлла ĕçсене те аван хутшăнаççĕ. «Хастарлăх урокĕсем» акцине пула, çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти шкулсенче пĕтĕмпе 1800 студент паттăр салтаксем пирки сахал мар уçă калаçусем ирттернĕ. Вăрçăн тумхахлă çул-йĕрĕсем пирки шкулта вĕренекенсене каласа кăтартнă. Раççей паттăрĕсем, вăрçă ветеранĕсем çамрăксемпе тĕлпулусем йĕркеленĕ. Хăйсен паттăрла ĕçĕсем пирки шкул ачисене каласа панă», - тесе пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Хăйĕн докладне вĕçленĕ май çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн пурне те тав сăмахĕсем каланă. Федерацин Атăлçи округĕн Çамрăксен канашĕн ертӳçи Евгения Иртегова 2015 çулта канаш пурнăçланă ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Паянхи çамрăксемшĕн Тăван çĕршыва юратасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине, çав шутрах сывлăх, çемье, ĕç те унпа юнашарах пулнине палăртнă. Евгения Иртегова  хăйĕн сăмахĕнче çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Михаил Бабич патриотизм туйăмне çын çуралсанах аталантарма тăрăшмаллине палăртнă. Ларăва пухăннисем чăн-чăн патриотизм туйăмне аталантарас тесессĕн мĕн-мĕн тумалли пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Канашлу иртнĕ хыççăн, Михаил Игнатьев тата Михаил Бабич журналистсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Михаил Бабич паянхи çамрăксем çав тери лайăх сĕнӳсем, пурнăçшăн кирлĕ ыйтусем çĕкленине асăннă. ГТО комплексне вăй илтерсе ярас ыйту та кун йĕркинче пулнине палăртнă. Шкул çамрăксемшĕн тĕп вырăн шутланать. Çавăнпа та ачасене тарăн воспитании парас ĕçре вĕсен те хыт тăрăшса ĕçлмеллине каланă. Шкулта ачасем культурăна, спорта, вĕренĕве пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шăпах та çак енсем çынна патриотизм туйăмне анлăрах аталантарма пулăшаççĕ.  Каярах вара аслă шкулсем те çак ĕçе малалла тăсма пикенеççĕ», - тенĕ сумлă хăна. Тĕплĕнрех 



03 декабря 2015
11:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter