Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен юридици пӗрлӗхӗн ӗҫченӗсене саламлани

Чӑваш Ен юридици пӗрлӗхӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

 Юрист ӗҫӗ яваплӑ тата пӗлтерӗшлӗ. Саккунсем йӗр­кел­лӗн пурнӑҫланса пырасси, этем прависемпе ирӗклӗхӗсене, патшалӑх ин­те­ресӗсене тивӗҫлӗ шайра хӳтӗлесси ытларах чухне Фемида ӗҫченӗсен компетен­тлӑ­хӗпе прин­цип­лӑхӗнчен килет. Ҫакӑ асӑннӑ професси ҫыннисен кӑмӑл-сипет тата этика йӗркисене  уйрӑмах ҫирӗп пӑхӑнмаллине палӑртать.

Ку уяв тӗрлӗ специальноҫпа ӗҫлекен юристсене: правоведсемпе судьясене, юри­с­консультсене, адвокатсемпе нотариуссене, право сферинчи ыт­ти ӗҫчене пӗрлештерет. Вӗсем пурте граждансен прависемпе ирӗклӗ­хӗсене ти­вӗҫтерес ӗҫӗн гаранчӗсем шутланаҫҫӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакансем тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ хӑйсен конституцире палӑртнӑ прависене пурнӑҫлама тата квалификациллӗ право пулӑ­шӑвне тӳ­левсӗр майпа илме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн валли республика бюд­жетӗнче укҫа-тен­кӗ пӑхса хӑварнӑ. Кӑҫал право пулӑшӑвӗпе тӳлевсӗр тивӗҫтерекен патша­лӑхӑн мар виҫҫӗмӗш центр йӗркеленӗ, унта ҫӑмӑл­лӑх­семпе усӑ куракан граждансем право хутшӑнӑвӗн тӗрлӗ сферинче консультаци илме пултараҫҫӗ.

Право сферинче вӑй хуракан мӗнпур ӗҫчене тата ветерансене тӳ­рӗ­лӗхшӗн, пысӑк ӑсталӑхшӑн, йӗркеллӗ тата ҫынлӑхлӑ пулнӑшӑн пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.

Телей, сывлӑхпа ӑнӑҫлӑх тата республикӑмӑрпа унӑн ҫыннисен ыр­лӑ­хӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

  

Чӑваш Республики

   Пуҫлӑхӗ                                                                                             М.Игнатьев



03 декабря 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter