Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен НФЦ Шупашкар хулинчи Калинин урамĕнче хута кайнă

 


Шупашкар хулинче Калинин урамĕнчи Нумай функциллĕ центрта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме пыракансен шучĕ 90 процента та çитнĕ. Раççей Президенчĕ В.В.Путин çу уйăхĕнче кăларнă указĕсене тĕпе хурса регионта ĕçсене кирлĕ пек шайра пурнăçланине каланă раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Шупашкарта çĕнĕ Нумай функциллĕ центра савăнăçлă лару-тăрура уçнă вăхăтра Михаил Игнатьев. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. «Çакăн пек Нумай функциллĕ центрсене хута янине кура, тĕрлĕ ĕçсене нимĕнле кăлтăксемсĕрех вăхăтра пурнăçланине, документсен пахалăх шайĕ те ӳснĕ. Халăх ятарлă ĕç хучĕсене кĕске вăхăт хушшинче йĕркене кĕртсе пĕтерни те çакнах çирĕплетсе парать», - тенĕ Михаил Игнатьев объекта хута янă самантра тухса калаçнă вăхăтра.   Регион Ертӳçи хăйĕн сăмахĕнче республикăра пурăнакансем  пĕтĕмпе патшалăх тата муниципалитетсен 191 тĕрлĕ пулăшăвĕпе усă курнине асăннă. Паянхи куна регионта Нумай функциллĕ центр – 29, вĕсенче 249 «пĕр чӳрече» мелĕпе çынсене пулăшусемпе тивĕçтереççĕ. Ялсенче вырнаçнă тĕслĕх вулавăшĕсенче те çак ĕçсене пĕтĕмпех тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Пухăннă хăнасем çĕнĕ Нумай функциллĕ центр ĕçĕпе паллашнă, кунта пулăшусем илме пынисемпе калаçнă, специалистсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ. Республика Пуçлăхĕ центрсенче ĕçлекенсен ĕç вырăнĕсем çав тери лайăх пулнине палăртса хăварнă, мĕн кирли пĕтĕмпех çителĕклĕ пулнине каланă. «Шансах тăратăп, çынсем кунта патшалăх пулăшăвĕсене çеç илме килмĕç, пĕр-пĕринпе курса калаçма та питĕ меллĕ вырăн пулса тăрĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Нумай функциллĕ центр директорĕ Алексей Черкасов хăйĕн сăмахĕнче асăннă учрежденире çынсем ирхине 8 сехетрен пуçласа каçхи 20 сехет çитиччен ĕçлессине пĕлтернĕ, апата каймалли тăхтав та пулманнине палăртнă, кунти специалистсем пысăк пĕлӳллĕ пулнине пĕлтернĕ. Ĕçе вырнаçас текенсем хушшинче ятарлă конкурс ирттернине, пĕр вырăна 14 çын ĕçлеме кăмăл тăвакансем пулнине асăннă. Шупашкарти Центр хута кайсан, пĕтĕмпе çынсене ĕçлеме 200 вырăн хатĕрленнĕ. Аса илтеретпĕр, 2015-мĕш çулта çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Республика кунĕнче регион Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раççей Экономика аталанăвĕн Министрĕн çумĕ Олег Фомичев палăртнă объектăн пĕрремĕш кирпĕчне хаваслă лару-тăрура хунă пулнă. Ун хыççăн строительство ĕçĕ хĕрӳ пыни те куçкĕретех. Строительство пайĕ кирлĕ пек шайра пурнăçланнă, нимĕнле кăлтăксем те пулман, учрежденине вăхăтра хута янă. Тĕплĕнрех



30 декабря 2015
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter