Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел район администрацийĕн ертӳçипе Рудольф Селивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел район администрацийĕн ертӳçипе Рудольф Селивановпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче муниципалитетăн кăçалхи çулăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрне сӳтсе явнă, çитес 2016-мĕш çул валли палăртнă тĕллевсем пирки канашланă. Регион Ертӳçи Михаил Игнатьев район ертӳлĕхне тата  вырăнти çынсене 2015-мĕш çула ăнăçлă вĕçлесе пынăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă, халăхăн пурнăç условийĕсен шайне ӳстерсе пырассишĕн тухăçлă ĕçленине палăртнă.  Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф  Селиванов хăйĕн сăмахĕнче ытларах муниципалитет ӳсĕмĕсем пирки чарăнса тăнă. Çак çулта Патăрьел районĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркеленĕ XVII-мĕш «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравĕнче пăхăр медале тивĕçлĕ пулнине пĕлтернĕ, республикăри ятарлă вăрлăхсем хатĕрлекенсен шутне районти виçĕ хуçалăх кĕнине асăннă.  «Батыревский» АХП пĕтĕм Раççей Федерацин Пенси фончĕ йĕркеленĕ конкурсра çĕнтерӳçĕ пулса тăнине каланă. Раççейре кăшман акса тирпейлекен чи лайăх хуçалăхсем шутне районти «Исток» агрофирма кĕнине пĕлтернĕ. Çитĕнӳсем, паллах, вĕренӳ пайĕнче те çук мар. Патăрьелĕнчи 1№-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул Раççейри чи лайăх ялсенчи 200 шкул шутне кĕнĕ. Район шайĕнче ирттернĕ вĕренӳ енĕпе  ăмăртусенче – 70 çĕнтерӳçĕ, регион шайĕнче – 6 призер пулнине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне 2015-мĕш çулта районти Агропромышленноç техникумĕ тивĕçлĕ пулнине каланă. Тата тепĕр ырă хыпар, Тăрăн ял поселенийĕнче раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче çĕнĕ ферма хута кайнă. «Агрофирма «Исток» ТМЯО фермăра 200 пуç сăвăнакан ĕнесем валли ятарлă уйрăм хатĕрленĕ. Пĕр калаçнă пек чухне, районăн бюджечĕ пирки те сăмах пуçарнă. Унăн тупăш пайне тултарассипе çыхăннă уйрăм ыйтусене сӳтсе явнă, çĕрсемпе пĕлсе тухăçлă ĕçлемеллине палăртнă. Чи кирли – çĕр пайĕсене вăхăтра регистрацилесе шута илесси. Çакă - район администрацийĕн тĕп ыйтăвĕсенчен пĕри. Калаçу вăхăтĕнче ял хуçалăх тата ытти темăсене те хускатнă. Михаил Игнатьев район ертӳлĕхне, вырăнти халăха 2016-мĕш çулта ӳсĕмлĕн ĕçлесе пыма вăй-хал суннă, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă. Тĕплĕнрех



30 декабря 2015
15:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter