Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисемпе организацисен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 


 Раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта  ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисемпе организацисен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, кăçалхи çулăн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ, çитес 2016-мĕш çул валли тĕллевсене палăртнă. Иртсе каякан çул экономика енчен çăмăлах мар пулнă пулин те, регионта сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пулса иртни пирки каласа хăварнă Михаил Игнатьев. Кăçалхи çул Çĕнĕ Шупашкарта хĕвел модулĕсене калăплакан производство хута кайнине, Шупашкарта ВТБ24 банк уçăлнине асăннă. Хальхи тапхăрта çĕнĕ банкра 734 çын вăй хунине палăртса хăварнă. Кунсăр пуçне Volkswagen  ТМЯО «Фуджикура Аутомотив РУС Чебоксары»,   «Экоклинкер» ТМЯО, «Динамика» НПП вăй илсе кайнине каланă. Палăртса хунă тăрăх, кăçалхи çул 12 уйăх хушшинче промышленноç производствăн индексĕ 97-98 процент пуласси паллă. Шупашкарти тракторсем кăларакан завод 2016-мĕш çултан пысăкрах заказсемпе ĕçлеме тытăнсан, регионăн экономика кăтартăвĕсене тата та лайăхлатса пырассине шантарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта ял хуçалăх пайĕпе ĕçлекенсем ӳсĕмлĕ кăтартусемпе çулталăка вĕçленине асăннă. Калăпăр: «АККОНД», «АККОНД – Агро», «Юрма». Шупашкарта Danone завода пăрахăçлани хамăр тăрăхри производительсене тата та анлăрах ĕçлеме ирĕк парĕ. Палăртса хăвармалла, заводра ĕçленĕ çынсене пурне те ĕçпе тивĕçтерме пулăшĕç. Республикăра импортран хăтăлас тесе сахал мар ĕç пурнăçланă. Промышленноç тытăмĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе  Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă, ку сферăри ĕçсем аван пулнине каланă. Регионти промышленноç предприятийĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ 150 ятарлă проектпа ĕçленине асăннă министр. Çулталăк тăршшĕпе федераци шайĕнчи влаç органĕсенче тăрăшакансемпе тухăçлă ĕçленине каланă.

Канашлу вăхăтĕнче предприятисен ертӳçисем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарнă.  «Химпром» управляющийĕ Вячеслав Курсаков хăйĕн докладĕнче иртсе каякан çула ăнăçлă çулталăк тесе хакланă. Вĕсен предприятийĕн таварсен калăпăшĕ 20 процент хăпарни те çакнах çирĕплетсе парать тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕнче. Тупăш ӳсни те куçкĕретех. «Яхтинг»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Анатолий Шатиков Архангельск облаçне ĕçлĕ визитпа кайса килнине, унта килĕшӳ хучĕсене алă пусса çирĕплетни пирки пĕлтернĕ, Яхтинг калăплакан атă-пушмак таварĕсене пĕрремĕш партипе ăсатма та тĕллев лартнине каланă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприятисемпе организацисен ертӳçисене пĕр-пĕринпе ăнланса килĕштерсе ĕçленĕшĕн, ĕç тухăçлăхне ӳстернĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, малашне те бизнеса лайăх аталантарса пыма вăй-хал суннă, çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă. Тĕплĕнрех 



30 декабря 2015
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter