Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ЭКРА» НПП тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕпе Константин Донипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче «Наукăпа производство предприятийĕ «ЭКРА» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Константин Донипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче иртсе каякан çул ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă, çитес 2016-мĕш  çул тĕллевĕсене сӳтсе явнă.  Палăртса хăваратпăр, «ЭКРА» республикăри малта пыракан предприятисенчен пĕри шутланать, çулсерен ĕç кăтартăвне хăпарса пыни те куçкĕретех. Вĕсен предприятийĕ энергетика енĕпе таварсене калăплакан Раççейри пĕртен пĕр организаци пулнине каласа хăварнă. Константин Дони хăйĕн сăмахĕнче çĕршыври çăмăлах мар экономика лару-тăрăвĕнче те предприяти тухăçлă ĕçлесе пынине, кăтартусем те аван пулнине каланă.  Кунта тăрăшакансен вăтамран уйăхне ĕç укçин виçи 40 пин тенкĕпе танлашать. Çывхарса килекен çĕнĕ çула та вĕсен предприяти пысăк заказсемпе пуçланине асăнса хăварнă генеральнăй директор хăйĕн сăмахĕнче. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти ертӳçине çулталăка ăнăçлă вĕçлесе пынишĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, малашне те кăтартусене ӳстерсе пыма вăй-хал суннă. Пирĕн тĕп тĕллев - Раççее конкуренцире вăйлăрах пулма пулăшакан чи пĕлтерĕшлĕ майсенчен пĕринпе, шалти пысăк рынокпа усă курасси, ăна çĕршыв экономикин чăн секторĕсем туса кăларакан лайăх пахалăхлă таварсемпе тултарасси пулса тăрать тенĕ сăмаха малалла тăсса. 2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче "ЭКРА" НПП тулли мар яваплă обществăра производство комплексĕн пĕрремĕш черечĕ хута кайнă, 2015 çулта пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсен шучĕ ӳснĕ, производство калăпăшĕ пысăкланнă. «ЭКРА» НПП электроавтоматика тата ытти ятарлă хатĕрсене калăплассипе ĕçлет.  Предприятире вăй хуракансем пысăк тавракурăмлă специалистсем пулнине пĕлтерĕ ертӳçĕ. Вĕсене пула, организаци  Раççейри малта пыракан «АВВ», «Siemens», «Alstom» предрпиятисемпе пĕр тан ĕçлесе пынине палăртса хăварнă тĕлпулу вăхăтĕнче. Вĕсен патĕнче калăпланса тухакан таварсем тĕнчипе илес пулсан та çак урăх ниçта та тупаймăн, çук тесен те йăнăш пулмĕ. Тĕплĕнрех



30 декабря 2015
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter