Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе саламлани

Сире Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе тата Раштав уявӗпе хĕрӳллĕн саламлатӑп!

Иртекен çулталăк пулӑмсемпе пуян пулчӗ. 14 ҫул хыҫҫӑн пĕрремĕш хут республика Пуҫлӑхне пӗтӗм халӑхпа уҫҫӑн суйларăмăр. Хама шаннӑ мӗнпур ҫынна чун-чӗререн тав тӑватӑп!

  Чăваш Енре анлӑ та пысӑк пӗлтерӗшлӗ программӑсем пурнӑҫланчӗҫ.100 фельдшерпа акушер пункчӗ, ача сачӗсем, сывлăх сыхлавӗн, культурăпа вӗренӳ учрежденийӗсем, ҫӗнӗ производствӑсем хута ятӑмӑр, тупăшлă ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелерӗмӗр. Çакă халăхӑн пурнăҫ шайне кӑтартать: нумай пурӑнакансен йышӗ 18 процент, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 25 процент ӳсрӗ, вăтам пурнӑҫ тӑршшӗ 2 ҫул ҫурă вӑрăмланчӗ.

Пирӗн ҫитӗнӳсене Раҫҫейре темиҫе хутчен те ҫӳллӗ шайра хакларӗҫ. Чӑваш Республики инновацисен тӗлӗшӗпе ҫӗршывра 5-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Инвестици лару-тӑрӑвне тишкерекен наци рейтингӗнче, ача-пӑча пурнӑҫне хӑтлӑ та ӑнӑҫлӑ йӗркелес енӗпе Чӑваш Ен малти 10 регион шутӗнче.

2015 ҫулта республика ҫӗршыври спорт центрӗ пулнине витӗмлӗн ҫирӗплетрӗ. Чӑваш ҫӗрӗнче ирттернӗ ҫӑмӑл атлетикăн Европа командисен чемпионатне Раҫҫейри чи лайӑх спорт пулӑмӗ тесе хакланӑ. 

Хаклӑ туссем! Чӑваш Енре 2016 ҫул - Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗ. Малашне те пӗрле пархатарлă ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳсем тăвасса эпӗ ҫирӗп шанатӑп! Пирӗн вӑй - пӗрлӗхре!

Ҫутă ӗмӗтсем пурнăҫланса пыччăр, палăртса хуни - тӳрре тухтăр! Ҫӗнӗ, 2016-мӗш ҫул ячӗпе!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                               М.Игнатьев



31 декабря 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter