Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республикăра пурăнакансене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламланă

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламĕ килнĕ. "Сире Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа саламлатăп. Эпир ку праçниксене яланах чи çутă туйăмсемпе кĕтсе илетпĕр, пĕр-пĕрне чунтан ăнăçусем, ырлăх-сывлăх сунатпăр, малашлăха плансем тăватпăр. Тата шухăшласа хунисем чăнах та пурнăçланасса таса кăмăл-туйăмпа шанатпăр. 2016 çул кашни киле, кашни çемьене туслăхпа, ырăпа тата юратупа кĕтĕр. Сирĕншĕн тата Сирĕн çывăх çыннăрсемшĕн телей пултăр", - тенĕ Владимир Путин. Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев та Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа саламланинче асăннă праçниксем тĕрлĕ ăрусене пĕрлештерсе тăнине, пирĕнте ырă кăмăл-туйăм çуратнине палăртнă. "Иртнĕ çулта эпир хамăрăн çитĕнỹсемшĕн чĕререн савăннă, пĕрле йывăрлăхсене çĕнтернĕ, çĕнĕ тĕллевсене çĕнсе илме ăнтăлнă. 2016 çул Раççейшĕн тата унăн гражданĕсемшĕн ăнăçлă, ырлăх-пурлăхлă тата телейлĕ пултăр. Сире çирĕп сывлăх тата ăнăçусем сунатăп", - тенĕ саламланинче. Çĕнĕ çулпа çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко тата Раççей Федерацийĕн Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин Председателĕ Сергей Нарышкин саламланă. "2016 çул кашни кил-çурта телей кỹтĕр, обществăри килĕшỹлĕхе çирĕплеттĕр, пирĕн çĕршыв аталанăвĕнчи çĕнĕ ăнăçусен вăхăчĕ пулса тăтăр", - кăтартнă Сергей Нарышкин ырă суннинче. Саламсем çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсенчен, федерацири тата республикăри министерствăсемпе ведомствăсенчен, федераци субъекчĕсен ертỹçисенчен, Чăваш Республикинчи районсемпе хуласен пуçлăхĕсемпе администрацисен пуçлăхĕсенчен, регионта пурăнакансенчен пырса кĕнĕ.

 



31 декабря 2015
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter