Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Кузьминпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕпе Владимир Кузьминпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем муниципалитетăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Иртсе каякан çулти ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, çитес 2016-мĕш çул валли лартнă тĕллевсене тишкернĕ. 11 уйăх хушшинче районта промышленноç таварĕсене пĕтĕмпе 1765,4 млн.тенкĕлĕх калăпланине, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 111,5 процент пулнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетра инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерессипе ĕç-пуç епле пулнипе кăсăкланнă. Пĕтĕмпе районта 8 инвестициллĕ пысăк проектсене пурнăçа кĕртнине асăннă, пĕтĕмпе вĕсем муниципалитета 635 млн.тенкĕлĕх инвестици хывнине пĕлтернĕ. Ял хуçалăх тытăмĕпе çыхăннă ыйтусем пирки те канашланă. Калăпăр, «СортСемОвощ» Григорьева О.В. хуçалăх пахча-çимĕç упрамалли ятарлă объект хута янине палăртнă район ертӳçи. Кунсăр пуçне тата та ытти хресчен фермер хуçалăхĕсем вăй илсе пынине палăртнă. Михаил Игнатьев аш-какай, сĕт-çу пайĕсемпе ĕçлени яланах хуçалăха тупăш илсе килме май панине асăннă. Агробизнес района чăннипех те аван ĕçленине ырласа хăварнă. Вырăнти влаç хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланине палăртнă, 2015-мĕш çула ăнăçлă вĕçленĕшĕн, пысăк ĕçсемшĕн тав тунă, пурне те çывхарса килекен пысăк уявпа Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă. Тĕплĕнрех



31 декабря 2015
12:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter