Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ИЗВА» ТМЯО директорĕпе Алексей Шурдовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче  «ИЗВА» ТМЯО директорĕпе Алексей Шурдовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. «ИЗВА» организацийĕн директорĕ пĕлтернĕ тăрăх, предприяти пĕлтĕрхи кăтартусене чылай ӳстерсе пурнăçланине асăннă, ӳсĕм 33 процент хăпарнине палăртнă, организацире вăй хуракансен ĕç укçин шайĕ вăтамран 24 пин пулнине каланă. Ишлейри Пысăк вольтлă аппаратура завочĕн директорĕ çитес çул производствăна анлăлатма тĕллев лартнине пĕлтернĕ, çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленессине каланă. «Енчен те заказсем пулсан, предприяти кану кунĕсене пăхăнмасăрах тăрăшса ĕçлет. Сирĕн ĕç тухăçлăхĕ те куçкĕретех. Хăвăр предприяти калăплакан таварсене Раççейри ытти регионсене анлăн саратăр. Вĕрентӳ центрĕ те пур. Мана пĕр хуччен çеç мар сирĕн патĕнче вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем ырă сăмахсем каланă. Тарăн пĕлӳ пухнă хыççăн, студентсем пысăк специалистсем пулаççĕ, хăйсене шанса панă ĕçе лайăх пурнăçлаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Шупашкарти электроаппарат заводне малашне те ăнăçлă ĕçлесе пыма сĕннĕ, пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламланă.



31 декабря 2015
13:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter