Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Çырăвĕ пирки комментари панă май çапла палăртнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Владимир Путин Çырăвĕ пирки комментари панă май çапла палăртнă:

"Шалти тата тĕнче шайĕнчи политика ыйтăвĕсене пĕрремĕш плана кăларни ăнсăртран мар, ку тема Раççей гражданĕсене пурне те пăшăрхантарать. Пирĕн наци лидерĕ - Раççей Президенчĕ «Мĕн тумаллине пĕлетпĕр» тени шанăç кĕртет.

Экономикăн чăн секторĕн, ял хуçалăхĕн аталанăвĕн, импорта хамăрăн продукципе улăштармалли программăна пурнăçлассин тĕллевĕсене уçăмлă палăртнă. Пирĕн тĕп тĕллев - потребительсен рынокĕнче хамăр çĕршывра туса кăларакан таварсем, хамăрăн предпринимательсен, бизнесменсен продукцийĕ ытларах пулмалла. Пĕр енчен, пире санкцисемпе хĕстересшĕн, анчах тепĕр енчен, çакă Раççейри мĕнпур производительшĕн çĕнĕ майсем уçнине ăнланатпăр.

Социаллă сферăра та, вĕрентӳре, сывлăх сыхлавĕнче - мĕнпур ыйтăва татса парăпăр. Шкулсем тăвăпăр, çак тĕллевсем валли 2016 çултах федераци укçине уйăрççĕ. Чăваш Ен ĕçе хатĕр, федераци программине хутшăнăпăр.

Сывлăх сыхлавне илес-тĕк… Чăваш Енре 100 фельдшерпа акушер пунктне хута янă. Шантарнă пекех тата 50 ФАП тăвăпăр.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин палăртнă тĕллевсем пире пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма инструментсем шырама хавхалантараççĕ.

 "Хыпар" хаçат хатĕрленĕ



04 декабря 2015
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter