«Чăваш Енре яланах питĕ кăсăклă проектсем. Регион ăнăçлă аталанса пырать», - тенĕ СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон

 Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухнă. Паллă пулăма Федераци Канашĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, РФ Правительствин членĕсем, Аслă Судсенче ĕçлекенсем, РФ субъекчĕсенчи Патшалăх Канашĕсен представителĕсем, регионсенчи обществăлла палата пуçлăхĕсем, Раççейри чи пысăк массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем тата та ытти официаллă çынсем   пуçтарăннă.   Раççей Президенчĕ Çырăвне итлесе пĕтернĕ хыççăн, церемонине хутшăннисем палăртнă ĕç хутне пысăка хакласа хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтернĕ:


Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, СССР халăх артисчĕ Иосиф Кобзон çапла каланă:  «Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче халăха хумхантаракан пур ыйтăва та туллин тивĕçтерчĕ. Малашлăх валли те мĕн тумаллине палăртрĕ. Эпĕ çак Çырăва çакăн пек пĕтĕмлетсе каласшăн: «Сӳрĕкленмелле мар, малалла ĕçлемелле». Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май, пире вăл пурсăмăра та пĕрле пулма чĕнсе каларĕ, пĕрле пулмалли пирки аса илтерсе хăварчĕ». Чăваш Наци телекуравĕн журналисчĕн ыйтăвĕсем çине те хуравланă май, Иосиф Кобзон Чăваш Енĕн пуласлăхĕ пирки каласа хăварнă. «Чăваш Республикин яланах питĕ кăсăклă проектсем. Регион ăнăçлă аталанса пырать. Чи пахи вара, регионта пурăнакан халăх тăван çĕре, тăван тавралăха, тăван халăха, тус-юлташсене, йăла-йĕркене культурăна хисеплет. Уйрăмах, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ ята тивĕçнĕ, тĕнче уçлăхне вĕçнĕ Андриян Николаева чунтан юратнăшăн та пĕтĕм кăмăлтан Чăваш халăхне ырăпа асăнатăп. Чăннипех те халăх иртнĕ тата хальхи пурнăçа ăша хывса пурăнни куçкĕретех. Эпĕ вĕсемшĕн хĕпĕртетĕп. Республикăна çамрăк, пысăк пуласлăхлă Пуçлăх ертсе пырать. Сирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ, лайăх пулмалла», - тенĕ вăл.


Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Шанатăп, Чăваш Ен Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырури тĕллевсене тĕпе хурса пĕтĕмпех ĕçсене йĕркелесе пырасса. Çырура мĕн кирлине лайăх палăртнă. Мĕншĕн Сири халăхĕпе хирĕçни, кама хирĕç тăни те паллă,  пирĕн патшалăх мĕнле аталанса пыни те куç умĕнчех. Çырура демографи, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем, строительство, ял хуçалăхне аталантарасси пĕтĕмпех паллă», - тенĕ вăл. Тата çакна та  палăртса хăварнă: «Чăваш Ен палăртнă ыйтусемпе тахçантанпах ĕçлеме пуçланă.  Ача сачĕсене, шкулсене, ФАПсем хăпартса лартас ĕç кирлĕ пек шайра пурнăçланса пырать. Медицина пулăшăвĕпе те пысăк шайра тивĕçтереççĕ. Регионта демографи лару-тăрăвĕ çултан çул лайăхланса пырать», - тенĕ Вадим Николаев.


Раççей Федерацийĕн предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Борис Титов Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнине асăннă. «Экономика, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем паянхи пурнăçшăн тĕп тĕллевсем пулса тăчĕç, малти плана тухрĕç.  Ял хуçалăх ыйтăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрнă, питĕ нумай чарăнса тăчĕ, ăнланмалла каласа кăтартрĕ. Шансах тăратпăр, Чăваш Ен ял хуçалăхне аталантарассипе чи малти вырăна тухасса. Эпĕ регионта пулнă, вăл мĕнле аталанса пынине хам куçпа курса ĕненнĕ. Интереслĕ проектсем чылай, уйрăмах ял хуçалăх пайĕнче. Соя тирпейлессипе те проект пурри çинчен илтнĕ. Ку чăннипех те ял хуçалăх секторĕшĕн çав тери кăсăклă çул-йĕр пулса тăрассине те шанатăп», - тесе каланă хăй шухăшне Борис Титов.


Раççей Федерацийĕн ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Павел Астахов та хăй шухăшне çапла палăртнă:  «Чи кирли пепкесене юратассине, пысăк çемье тăнăçлăхне упраса хăварасси. Ахальтен мар Менделлев сăмахĕсене аса илсе хăварнă Çырура. Паллах, шкул вĕренĕвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ку енĕпе укçа-тенкĕне  2,5 хут ытларах пăхса хăварнă. Шкул вĕрнĕвне аталантарма 50 млрд уйăрнă. РФ  регионĕсенче юрăхсăра тухнă шкулсем чăннипех те пур. Çитес çулсенче шкула вĕренме килекенсен шучĕ 3,5 млн çитĕ. Вĕсене валли вĕренӳ учрежденийĕсем хатĕр пулмалла», - тенĕ вăл.

 


Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Веренӳ комитечĕн председателĕн çумĕ  Алена Аршинова та хăйĕн шухăшне вĕренӳ пайĕ пирки тăснă: «Калаçу ачасем, çамрăксем пирки ăнсăртран мар. Вĕсене валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси çине те тимлĕх уйăрнă. Эпĕ, чăннипех мăнаçланатăп, савăнатăп, Раççей Президенчĕ Владимир Путин  Дмитрий Медведева шкул çулне çитмен ачасен ыйтăвĕсене туллин татса пама витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав тунăшăн.  Нумай регионта ача сачĕсене хута ярас ыйтăва туллин пурнăçланă. Владимир Путин программăна малалла тăсма хушрĕ. Хăш регионсенче ыйтăва кирлĕ пек шайра татса паман, вĕсенче ĕçе малалла йĕркелеме сĕнчĕ. Раштав уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи хăйĕн ларăвĕнче "Федерацин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен" саккун проектне пăхса тухса иккĕмĕш - тĕп - вулавпа йышăннă. Вĕренӳ пайне 50 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă», - тесе пĕлтернĕ ырă хыпара Алена Аршинова. 


Коми Республикин Пуçлăхĕ Сергей Гапликов Чăваш Наци телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май çапла пĕлтернĕ: «Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Çырăвĕнче халăх пурнăçĕн условийĕн шайне ӳстересси чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăрать.  Калас пулсан, шăпах та çакă пирĕншĕн чи кирли. Паянхи ырă улшăнусем вĕсем пĕтĕмпех сыхланса юлĕç, малашне те çирĕпленсе вăйланса пырĕç. Тата тепĕр пысăк  ыйту – патриотизма аталантарасси. Паянхи пурнăçшăн çак чи кирли. Пирĕн пур енпе те вăя пĕрлештермелле, вăйлатмалла. Шăпах та çаксем – эпир вăйлă, пĕрлĕхлĕ, пире нихăçан та çĕнтерме май çуккине çирĕплетеççĕ», - тесе палăртнă вăл.

 Тĕплĕнрех



04 декабря 2015
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter