Чăваш Ен премьер-министрĕ Иван Моторин WorldSkills чемпионата хутшăнса тăваттă паллă илнĕ

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин регионта ирттерекен WorldSkills чемпионата çитсе килнĕ. Палăртнă мероприятине Шупашкарти электромеханика колледжĕнче йĕркеленĕ.   WorldSkills чемпионатра унпа пĕрле премьер-министр çумĕ  Алла Салаева, Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Енри Обществăлла палата членĕ  Алексей Судленков, предприяти ертӳçисем тата ытти официаллă çынсем пулнă. Пухăннă ертӳçĕсем тĕнче шайĕнчи пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе паллашнă, конкурса хутшăнакансен ĕçĕсемпе кăсăкланнă, экспертсемпе тĕл пулса калаçнă, специалистсене епле хатĕрлесе тăратни пирки ыйтса пĕлнĕ. Тимĕртен хĕртсе калăпламалли ятарлă хатĕр çинче Чăваш Ен премьер-министрĕ хăйĕн ăсталăхне тĕрĕслесе пăхнă. Паллах, Иван Моторин хăйне çакăн пек ĕçе хутшăнма ыйтнипе килĕшсе сварка ĕçне тытăннă. Ăслă машина ĕçе вĕçленĕ хыççăн, хăйĕн хаклавне палăртать, çапла вара, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ĕçне тăваттăллăх хакланă.  Ку вара питĕ лайăх, ертӳçĕсем кирек епле ĕçре те хăйсене пур енчен те ăста пулнине кăтартса пама пултараççĕ.  Хальхи пурнăç таппинче компьютер пĕтĕмпех вăхăтра кирлĕ пек ĕçсене пурнăçланине хаклама ирĕк парать. Енчен те конкурса хутшăнакансем тренажерсем çинче тест тухаймаççĕ пулсан, вĕсене малашнехи тапхăра хутшăнма чараççĕ. Хăнасем ăста специалистсен ĕçĕсене курса киленнĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Шупашкарти электромеханика колледжĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренекен Максим Алферов хăйĕн пурнăçĕнчи малашнехи çул-йĕр пирки тахçантанпах шутласа хунине асăннă. Колледжран вĕренсе тухсан, салтака кайма ĕмĕтленет, кайран каялла вĕренӳ учрежденине таврăнма шутлать, унта мастер пулса ĕçлеме ĕмĕтленет. Аслă шкула та вĕренме кĕме шухăш пурри пирки пĕлтернĕ. Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорĕ палăртнă тăрăх, çак студент Раççей шайĕнче ирттернĕ олимпиадăра чи чаплă специалист ята тивĕçнине каланă.  Чăваш Енри WorldSkills эксперчĕ Владимир Кузьмин юлашки çулсенче уйрăмах чемпионатăн шайĕ курăмлăнах ӳссе пынине асăннă. Конкурса хутшăнакансем валли хатĕрленĕ ĕçсем те питĕ кăткăс пулнине палăртнă. Ĕçсен пахалăх шайĕ ӳссе пынине хавхалантарса пĕлтернĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, çамрăксем ĕç професси патне туртăнни куçкĕретех тенĕ вăл хăйĕн сăмахĕсене малалла тăснă май. Палăртса хăваратпăр, çакнах Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çуллен тухакан Çырăвĕнче те палăртнă. Çитĕнекен ăру ĕç профессисене ытларах килĕштерни пурне те савăнтарать. Юлашки икĕ çулта аслă шкулсене инженер пулма вĕренме кĕрес текенсен шучĕ икĕ хут ӳссе кайни те çакнах çирĕплетсе парать. Чăваш Республикинче ĕç профессисене алла илме сахал мар тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ. Обществăра вĕсен хисепĕ чапа тухтăр тесе те, çамрăксем хăйсен пурнăçĕнче профессине алла илме пултарччăр тесе те тăрăшнă. Палăртма кăмăллă, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес 2016-мĕш çула Ĕç çыннин   çулталăкĕ тесе Указа алă пуснă, çакă та çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн пек йышăну тунă хыççăн, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ĕç профессисене яланах хисеплемеллине, предприятисенче çамрăк специалистсене, çемье ĕç  династийĕсене пурнăçра хавхалантарса пыма тăрăшмаллине каланă. Тĕплĕнрех



04 декабря 2015
09:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter