Японин Раççейри Посольствинче официаллă йышăну вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе тухăçлă килĕшсе ĕçленĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тунă

Японин Раççейри Посольствинче официаллă йышăну вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе тухăçлă килĕшсе ĕçленĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тав тунă/ Японин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ Посолĕ Тикахито Харада йыхравланипе, раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Японин Императорĕ çуралнă кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă пулăма хутшăннă. Палăртса хăваратпăр, Яппунсен Конституцийĕпе килĕшӳллĕн, Япони Императорĕ «патшалăх символĕ тата халăх пĕрлĕхĕ» ăнлава пĕлтерет. Çак уява пĕтĕм Япони халăхĕ уявлать. Японин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ Посолĕ Тикахито Харада господин пухăннисене саламланă, яппун тата Раççей халăхĕ туслă пурăннине, килĕшсе пĕр-пĕринпе ĕçленине палăртса хăварнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Япони Императорĕн çуралнă кунне паллă тума йыхравлани çав тери пысăк пархатар пулнине каланă, Японипе туслăн, тухăçлă ĕçленине асăннă. 2015-мĕш çулта юпа уйăхĕнче Японин Fujikura Automotive Europe компанийĕн «Фуджикура Аутомотив» Чăваш Енре жгутсем ăсталакан производство хута янă. Пурĕ объекта вĕсем 260 миллион тенкĕлĕх инвестици хывнă. «Чăваш Ене суйласа илни ăнсăртран мар. Производство валли юрăхлă вырăн тупасси пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа тĕрлĕ меле тĕпчерĕмĕр те Чăваш Енри йĕркелĕх тата хатĕрленӳ лайăххине палăртрăмăр. Чăваш Енре инвесторсене валли кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ», - тенĕ Тикахито Харада .  «Пуласлăхра та çыхăнусем çирĕпленсе аталанса пырасса шанатпăр. Япони предпринимателĕсем çĕнĕ производствăсем хута яраççĕ, халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлеççĕ», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Японин Раççейри Посольствин экономика пайĕн ертӳçи Хироси Тадзима министр Чăваш Наци телекуравĕн журналисчĕсен ыйтăвĕсене хуравланă май çапла каланă: «Чăваш Енре ĕçлекен Fujikura ют çĕршывсен пиллĕкмĕш компани шутланать.  Пирĕншĕн Чăваш Енре асăннă предприятине уçасси Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шухăшĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Çак ĕçшĕн чунтан тав тăватпăр. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессине пысăк тĕслĕх вырăнне хуратпăр», - тенĕ вăл. Пуласлăх пирки сăмах пуçарнă май, Хироси Тадзима çапла каланă: «Fujikura завода уçнă чухне Японири нумай предприятисемпе тата банк тытăмĕнче ĕçлекен ертӳçĕсем хутшăннă», - тенĕ вăл. «Эпир пурте Чăваш Ен илĕртӳллĕ чаплă республика пулнине курса ĕнентĕмĕр. Хальхи вăхăтра тата та бизнесăн ытти енĕсене сирĕн территоринче аталантарма тĕллев лартнă», - тесе пĕлтернĕ  ырă хыпара Хироси Тадзима.  Тĕплĕнрех



04 декабря 2015
16:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter