Раççей аталанăвне палăртнă

Николай ПАНКРАТОВ, Социализмла Ĕç Паттăрĕ:

- Ĕмĕре çĕр ĕçĕнче ирттернĕ май, ялхуçалăхĕпе çыхăннă ыйтусене тишкерсех тăратăп. Кăçал Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче çĕр ĕçченĕсем пирки ырăпа асăнни савăнтарчĕ. Чăнах, вунă çул каялла апат-çимĕç продукчĕсен ытларахăшне ют çĕршывсенчен илсе килнĕ. Халĕ вара пачах урăхла - Раççей экспортерсен йышĕнче. Иртнĕ çул Раççей ялхуçалăх продукцине ют çĕршывсене 20 миллиард доллара яхăн сутнă. Çакă, Владимир Путин сăмахĕпе, хĕç-пăшал сутса илнĕ укçа-тенкĕн чĕрĕкĕпе, çутçанталăк газĕ сутнин виççĕмĕш пайĕпе танлашать. Ку çитĕнĕве ялхуçалăхĕ кĕске вăхăтра тума пултарчĕ. Раççей Президенчĕ 2020 çул тĕлне çĕршывра пурăнакансене хамăр туса илекен апат-çимĕçпе тивĕçтерме кирлине палăртнă. Çавăн пекех ют çĕршывсене сывлăхшăн усăллă, экологи енчен таса апат-çимĕç продукчĕсем сутас енĕпе тăрăшнине те тивĕçлипе хакламалла.

Владимир Путин çĕршывра ялхуçалăхĕнче усă курмалли миллионшар гектар çĕр пушă выртни çинчен пĕлтерни шухăша ячĕ. Пирĕн районта ун пек çĕрсем çук - эпир лаптăксене пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.

Федераци Пухăвне янă Çырура ялхуçалăх продукцине упрамалли, ĕçлесе хатĕрлемелли технологисене ĕçе кĕртме, хамăр патăмăрта селекци ĕçне тивĕçлипе пурнăçлама сĕннине те ырлатăп.

Алексей ПЕТРОВ, районти полици пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне çуллен яракан Çыру çĕршыври лару-тăрăва хак парать тата Раççейĕн шалти тата тулашри политикин тĕп çул-йĕрне палăртать. Çырура право сыхлавĕн органĕсен ĕç-хĕлне тивĕçлипе йĕркелесси çинчен те каланă. Коррупцие хирĕç кĕрешĕве, уйрăмах патшалăх ĕçĕсене пурнăçлама тĕрлĕ материалсемпе таварсем туянас тытăмра, вăйлатма, Уголовнăй кодексăн хăш-пĕр статйисенче палăртнă айăплава çăмăллатма, судри присяжнăй заседательсен йышне 5-7 çын таран чакарма панă сĕнÿсем питĕ вырăнлă. Эпир, тивĕçлĕ саккунсем йышăнсан, тĕллевсене туллин пурнăçа кĕртсе пырăпăр.

Лариса ВАСИЛЬЕВА, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:

- Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче вĕренÿ çине пысăк тимлĕх уйăрни савăнтарать. Çитес çул çĕршыв бюджетĕнче вĕренĕвĕн çĕнĕ çурчĕсене тума, киввисене реконструкцилеме, юсама 50 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Çакă, паллах, малашлăха тивĕçлипе пăхма май парать.

Тĕп ыйту - пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсемпе ĕçлесси. Çак ĕçре совет тытăмĕнче вăй илнĕ пионерсен керменĕсен, тĕрлĕ кружоксен паха енĕсемпе туллин усă курма кирлине те палăртрĕ Президент.

Шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри вăл - ачана мĕн çамрăкранах пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрлесси. Хальхи вăхăтра экономикăра ытларах кирлĕ рабочи, инженери кадрĕсене хатĕрлесси çивĕч тăрать. В.Путин çакна шкултанах пурнăçа кĕртме сĕнни пире малашне тăрăшса ĕçлеме хистет.

Валентина СПИРИДОНОВА, ЗАГС пайĕн ертÿçи:

- Çырура çĕршывра демографи лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине палăртнă. Юлашки виçĕ çулта Раççейре çуралакансен йышĕ ÿссе пыни палăрать. Паллах, кунта амăшĕн /çемье/ капиталĕ анлă вырăн йышăнать. Çак программа 2016 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленмеллеччĕ. Çапах та Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче амăшĕн /çемье/ капиталĕн программине 2016 çул хыççăн сахалтан та тепĕр икĕ çула тăсма кирлине палăртрĕ. Çакă çемье йышне ÿстерме ĕмĕтленекен ашшĕ-амăшĕшĕн патшалăх енчен пысăк пулăшу пулĕ.

А.КАРЛИН ыйтса пĕлнĕ.(Элчĕк районĕ)



07 декабря 2015
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter