Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă

 Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕмĕрле хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă, хулара регион Пуçлăхĕ «Борис» ТМЯО çĕвĕçĕ фабрикипе паллашнă. Андрей Пушнев фабрикăн директорĕ паянхи куна производствăра пĕтĕмпе 67 çын ĕçленине каланă, хальхи вăхăтра фабрика Мускав, Петербургри фирмăсемпе тачă çыхăнса ĕçленине асăннă. Фабрика пуласлăхра таварсен калăпăшне тата хăйсен лавккине уçма тĕллев лартнă. Михаил Игнатьев çĕвĕçсен цехне пăхса çаврăннă, таварсен пахалăхĕпе кăсăкланнă. Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне çуллен тухакан Çырăвĕнче промышленноç пайне аталантармалла тенине палăртнă регион Ертӳçи. «Эпир яланах бизнеса аталантарма кирлĕ пек условисем йĕркелесе панă. Предприятире сахал мар ĕç пурнăçланă, модернизациленĕ, çынсене валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕ. Предприяти тĕрлĕ таварсем калăплать», - тенĕ Михаил Игнатьев, вырăнти ертӳçĕне тав тунă. Малалла республика Ертӳçи Çĕмĕрлери «Олимп» спорт комплексне çул тытнă. Кунта шăпах та, Чăваш Республикин патшалăх влаç органĕсенче ĕçлекенсен, муниципалитетсенче тăрăшакансен кашни çул иртекен XIV-мĕш Спартакиади пулнă. Спорт ăмăртăвĕсене хутшăнакансене саламланă май, Михаил Игнатьев ушкăнпа спорта хутшăнни çитĕнӳсем тума, лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшнине асăннă. «Малалла ăнтăлассишĕн тăрăшмалла, команда сире ĕçре пĕрле килĕшсе ĕçлеме пулăшать. Çемьесемпе пĕрле спорта çӳренине, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннăшăн тав тăватăп», - тенĕ вăл. Ăнсăртран мар, Чăваш Республики Раççейри чи спортпа туслă регион ятне çĕнсе илнĕ. 2014-мĕш çулта Раççей Президенчĕ пирĕн республикăра «Раççей  - спорт çĕршывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне хутшăннă. Чăваш Енре спорта куллен çӳреме кирлĕ пек пур условисем те йĕркелесе çитернĕ. Халăх ГТО нормине те аванах тултарать, пĕр сăмахпа палăртсан, çынсем спортпа туслă пулни куçкĕретех. Спорта аталантарассишĕн пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Патăрьел районĕнчи «Паттăр» ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне Алексей Краснова патшалăх наградипе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чысланă. Ку хутĕнче ăмăртусем шывра ишессипе, дартс тата волейбол выляссипе иртнĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн командипе муниципалитет ертӳçисенчен хатĕрлесе тăратнă команда хушшинче волейбол выляссипе юлташла матч пулнă.Тĕплĕнрех



07 декабря 2015
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter