Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ хăйĕн ларăвĕнче "Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен" саккун проектне пăхса тухса иккĕмĕш - тĕп - вулавпа йышăннă

 Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ 33-мĕш сессине хутшăннă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ хăйĕн ларăвĕнче "Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджечĕ çинчен" саккун проектне пăхса тухса иккĕмĕш - тĕп - вулавпа йышăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев депутатсене республикăн тĕп финанс ĕç хутне йышăнса хăварнăшăн тав тунă. «2015-мĕш çула тивĕçлĕ шайра вĕçлетпĕр, 2016-мĕш çула йышăнса хăварнă бюджетпа пуçлăпăр. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнченех Чăваш Енре пурăнакансем умĕнче  хамăр çине илнĕ пур ĕçе те нимĕнле чăрмавсăрах пурнăçлама тытăнăпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл çакăн пекех çитес çулта республика бюджечĕн виçи 4-5 млрд тенкĕлĕх ӳсесси пирки ырă хыпара каланă.  Чăваш Республикин бюджечĕн тупăш пайĕ 2016 çулта 32,1 млрд. тенкĕлĕх пулассине палăртнă. Республика бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕ вара  2016-мĕш çулта 22,3 млрд. пулассине каланă. Çитес çулта республика бюджечĕн тăкаксен пайĕ  34,3 млрд. тенкĕпе танлашĕ. Чăваш Республикин Правительстви 2016-мĕш çулта патшалăх парăмĕсене парса татас политикăпа малалла та ĕçлесси пирки асăнса хăварнă. Вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура, спорт, халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерме кирлĕ пек укçа-тенкĕне уйăрасси çинчен палăртнă, Правительство хăйĕн граждансен умĕнчи социаллă тивĕçĕсене пурнăçлассине çирĕплетнĕ.

 .



08 декабря 2015
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter