Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительство ĕçĕпе паллашнă

«Чăваш Енре пурăнакансен, республика тулашне тухса çӳремесĕрех пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе усă курмалла», - тесе палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительство ĕçĕпе паллашма тухнă ĕçлĕ çулçӳрев вăхăтĕнче. Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче регион Ертӳçи Михаил Игнатьев республикăри шыçă чирĕсен диспансерĕн ултă хутлă çĕнĕ хирурги корпусĕн строительство ĕçĕпе кăсăкланнă. Палăртнă объекта 2012-мĕш çулта хăпартса лартма пуçланă. Пĕтĕмĕшле çуртăн хакĕ смета тăрăх 950 млн.тенкĕ. Объектра пурĕ 130 çын тăрăшать. Паянхи куна строительсем сантехника, штукатурка тата ытти шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Енре вилекенсен сăлтавĕ ытларах чухне шыçă чирĕ пулнине палăртаççĕ тухтăрсем. Шăпах та, çак тĕллевпе пуçланă та онкодиспансер çумĕнче çĕкленекен çĕнĕ корпусăн строительство ĕçне. Палăртнă объекта Чăваш Ен ертӳлĕхĕ çирĕп тĕрĕслевре тытать. Федераци влаç органĕсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленине кура, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти витĕмĕпе 2016 мĕш çул валли йышăннă федераци хыснине çĕнĕлĕх кĕртсе хăварнă,  хирурги корпусĕн строительство ĕçне 294 млн. тенкĕ уйăрма килĕшнĕ. Республика бюджетĕнче ку тĕллевпе пĕтĕмпе 68,7 млн. тенкĕлĕх тăкакланма палăртнă. Раштав уйăхĕн 7-мĕш тĕлне объекта 60 процента çити хатĕрлесе çитернĕ. Журналистсемпе калаçнă май, Михаил Игнатьев диспансерăн çак çĕнĕ хирурги корпусĕ Шупашкарта Европа стандарчĕсемпе пĕр шай шыçă чирĕсенчен сипленме витĕм кӳрессе уйрăммăн палăртса каланă. Чирлисене валли больницăра сипленнĕ чух пур условисем те пулĕç. Çитес çул вĕçĕнче корпусра операцисем тумалли уйрăма хута ярасшăн. Медицина хатĕрĕсене туянма 220 млн. тенкĕ кирлĕ пулассине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă çурта 2017-мĕш çулта пĕтĕмпех ĕçе кĕрсе ямаллине каланă. «Объекта хута ярсан, шыçă чирĕсемпе аптракансене вăхăтрах сипленме, çулталăкне 5 пин операци те туса ирттерме те май пулĕ. Çак ĕçсене пĕтĕмпех, республикăра пурăнакансем вырăнтах пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе усă курччĕр тесе пурнăçлаççĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче регионта пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессин калăпăшĕ юлашки виçĕ çулта çав тери ӳснине, медицина учрежденийĕсенче тăватă хут пулнине пĕлтернĕ. «Паянхи куна республикăра çичĕ медицина учрежденийĕ халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерет. Çак çӳлерех асăннă объект та хута кайсан, рак чирĕсемпе аптракансене вăхăтра медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме ирĕк парĕ. Квалификациллĕ медицина пулăшăвĕсене илме регионта пурăнакансен республика тулашне тухса каймалла мар, хамăрăн Чăваш Енре сипленмелле. Паянхи пурнăç таппинче медицина пайне модернизацилени, специалистсен пĕлĕвне ӳстерсе пыни - пĕтĕмпех ĕçсене вăхăтра пурнăçлама май парать», - тесе пĕтĕмлетнĕ хăйĕн сăмахне министр. Тĕплĕнрех 



08 декабря 2015
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter