Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей кубокне хутшăнма кăмăл тунă спортсменсемпе тĕл пулнă

 


«Сире эпĕ чăваш çĕрне хисепленĕшĕн, тăван тăрăха, Тăван çĕршыва – Раççейе юратнăшăн тав тăватăп», - тесе пуçланă хăйĕн сăмахне паянхи тĕл пулăва хутшăннă Шупашкарта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен хушшинче Раççей кубокне хутшăнма кăмăл тунă спортсменсене саламланă май. Паллă пулăма Чăваш Енри спортсменсемпе калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Енри спорт кĕрешĕвĕн Федераци президенчĕ Алексей Лапшин, Чăваш Республикин ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсен тĕп тренерĕ Ольга Смирнова хутшăннă. Регион Ертӳçи спортсменсене çĕнĕ çитĕнӳсем тума сĕннĕ. «Эпир мăнаçланатпăр, кĕрешĕве пирĕн ентешсем те - Раççейĕн пĕрлештернĕ командине 18 хĕр-упраçа кĕртнĕшĕн. Çитĕнӳсемпе палăрассине шанатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионта спорта анлăрах сарас тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçланине асăннă, 32 пин яш-кĕрĕм тĕрлĕ спорт шкулĕсене тăтăшах çӳренине каланă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков республикăра ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе спорт вăйлă атланнине каланă. Пĕтĕмпе 3 пин ытла çамрăк спортăн çак тĕсне суйласа илнине палăртнă. Хĕрсем хушшинче, паллах çак спорта çӳрекенсем 300-350 çын кăна пулин те, анчах та вĕсен çитĕнĕвĕсем арçынсенчен самай лайăхрах пулнине каланă. Наталья Гольц Олимп вăййисене хутшăнса пысăк спорт çитĕнĕвĕсемпе палăрнă спортсмен хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен тĕп хулинче ирттерекен ăмăртусем Раççейри мĕнпур спортсменсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт уявĕ  пулнине каланă. Паллă «Бони М» ушкăн та килет иккен. Турнира илемлĕ тума витĕм кӳрĕç. Приз фончĕ  пысăк пулни те ют çĕршыври спортсменсене илĕртет. Тавах сире, çак ăмăртусене йĕркелесе ирттерме палăртнăшăн», - тенĕ спортсменка. Сумлă спорт ăмăртăвне эстрадăпа пĕтĕçтерсе пысăк шоу йĕркелеççĕ. Михаил Васильевич пусăм тусах палăртнă: бюджет укçи пĕр пус та каймасть, пĕтĕмпех - спонсорсен шучĕпе пулнине каланă. Палăртса хăваратпăр ăмăртусем Шупашкарта раштав уйăхĕн 10-11-мĕш кунĕсенче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче иртĕç. Тĕплĕнрех

 



08 декабря 2015
18:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter