Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

«Раççей Президенчĕ Федераци Пухăвне çулленех тухакан Çырура кăçалхи кăтартусене пĕтĕмлетнипе пĕрлех Раççей аталанăвĕн çитес çулхи тĕллевĕсене те палăртрĕ. Раççейĕн тулашри тата шалти политикин тĕп çул-йĕрне тĕплĕ уçăмлатрĕ» - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен ертӳçисемпе ирттерекен планеркăра.   Çырура экономика, граждансене пулăшу кӳресси, бюджета шайлаштарасси, сывлăх сыхлавĕпе вĕрентӳ пайĕсене модернизацилесси тĕп ыйтусем.  Терроризмпа хирĕç кĕрешесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Чи кирли хамăрăн халăх умĕнче яваплăх тытасси пулнине асăнса хăварнă Михаил Игнатьев.  Экономика ыйтăвĕсене татса парас ĕçре ытларах предприятисене, промышленноçа аталантарни, ял хуçалăхĕпе пĕчĕк тата вăтам бизнеса еплерех аталанса пынинчен те нумай килнине палăртнă регион Ертӳçи.  Чăваш Енре пысăк технологиллĕ предприятисем сахал мар ĕçлеççĕ. Вĕсем пĕтĕмпех паянхи пурнăç таппипе тӳр килекен таварсене калăплаççĕ. Çĕршыв Президенчĕ ытларах сахал тупăшлă çемьесене пулăшмаллине, сахал укçа илекенсене ятарлă категорире тăракан граждансене тĕллевлĕ социаллă пулăшусемпе тивĕçтермеллине палăртать тенине аса илсе хăварнă Михаил Игнатьев. Чăваш Енре Ĕç ветеранĕ ята илме ĕç стажне пĕчĕклетнĕ. Паян республикăра 47 пин çын социаллă пулăшусемпе усă курать. Раççей Президенчĕ амăшĕн капиталĕ программăна тата та икĕ çуллăха ӳстерме хушнă. Çакăн пек йышăнăва республикăра та малалла пăхса хăвармаллине асăннă Михаил Игнатьев.  Тата тепĕр пысăк ыйту – бюджета шайлаштарасси. Михаил Игнатьев республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Тăкаксен пайĕ 99,9 проценчĕ республикăра йышăнса хăварнă патшалăх программисене пурнăçлама тăкакланассине пĕлтернĕ. Раштав уйăхĕн 1-мĕш тĕлне федераци бюджетĕнчен республика хыснине 634 млн.  тенкĕ бюджет кредичĕ кĕнине асăннă. «Пурĕ 2015-мĕш çулта федераци бюджетĕнчен республика бюджетне 6,3 млрд. куçарса панă», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. 2020-мĕш çул тĕлне пĕтĕмпех импорт таварсенчен хăтăлса хамăрăн çĕршывра калăпланса тухакан таварсемпе халăха тивĕçтермеллине çирĕп каланă Раççей Президенчĕ.   Малашлăхра сывлăх сыхлавĕпе, вĕрентӳ пайне еплерех аталантарса пымаллине те çирĕп палăртнă Çырура. Калăпăр, ача сачĕсене, шкулсене, ФАПсене хута ярассине те тĕп ыйтусен шутне кĕртнĕ. «Владимир Путин демографи, вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ енĕпе нумай тунине палăртрĕ, социаллă сферăра ырă улшăну татах пулассине систерчĕ. Çамрăк çемьесене уйрăмах савăнтараканни - амăшĕн капиталĕн программине тата икĕ çула тăсма йышăнни. Чăваш Енре ача сачĕсен черечĕн ыйтăвĕ татăлтăр тесе нумай ĕçлерĕç. Çитес çул тепĕр программăпа - çĕнĕ шкулсем тăвасси тата киввисене юсасси - ĕçлеме тытăнмалла. "Чăваш Ен ĕçе хатĕр”, - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Пирĕн регионта 100 фельдшерпа акушер пунктне хута янă ĕнтĕ, тепĕр 50 ФАП тума планлаççĕ. Çакă йăлтах - халăхăн пурнăç шайне лайăхлатассишĕн. Палăртнă ыйтусене пурнăçа кĕртме республика бюджетне 2016-мĕш çулта пĕтĕмпех укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Хальхи вăхăтра чи пысăк пĕлтерĕшлисене палăртса хумалла.  Çырура çынсене пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ыйту çине те тимлĕх уйăрнă. Регионта пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерессин калăпăшĕ тăватă хут та ӳссе кайни куçкĕретех. Çитес çулсенче Онкодиспансер хута кайни халăха  тата та пысăк витĕм кӳресси паллă.  Онкодиспансер çĕнĕ корпусĕн строительство ĕçне республика ертӳлĕхĕ çирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Федераци влаç органĕсемпе тачă çыхăнса тухăçлă ĕçленине кура, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти витĕмĕпе 2016 мĕш çул валли йышăннă федераци хыснине çĕнĕлĕх кĕртсе хăварнă,  хирурги корпусĕн строительство ĕçне 294 млн. тенкĕ уйăрма килĕшнĕ.  Паянхи кун тĕлне объектăн строительство ĕçне 60 процент пурнăçланă. Строительство ĕçĕсене 2016-мĕш çул тĕлне вĕçлеме палăртнă. «2016-мĕш çулта Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине, Чăваш Республикин Патшалăх Канашне депутатсене халăх суйлĕ. Президент пирĕн ума суйлава таса ирттерме, саккуна пăхăнса ĕçлеме хушать. Суйлав умĕнхи конкуренци тӳрĕ кăмăллă та уçăмлă пулмалла. Пирĕн ума лартнă пур тĕллевсене те пурнăçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Халăх хушшинче грипп вирусĕ сарăлассинчен ирттернĕ профилактика ĕçĕн кăтартăвĕсем пирки Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тĕплĕн каласа кăтартнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре аслă çулсенчи 260 пин çынна  прививка тунине асăннă. Министр докладне итленĕ хыççăн, Михаил Игнатьев халăха прививка ытларах та ытларах тумаллине, çак ĕç чир шала каяссинчен пăрса хăварнине палăртнă. Ку тĕллевпе финанс тĕлĕшĕнчен те укçа-тенкĕне çителĕклĕ пăхса хăвармаллине каланă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин коммерциллĕ мар 77 организацисен проекчĕсене  конкурс йĕркипе килĕшӳллĕн тишкернине асăннă. Вĕсенчен 47-шĕ хăйсен проекчĕсене ăнăçлă хӳтĕленине пĕлтернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Кукшум юханшыв урлă выртакан кĕпер çинчи кăлтăксем пирки те чарăнса тăнă, ыйтăва вăхăтра татса панине кура, çул-йĕр çинче автомашинăсем йĕркеллĕ çӳренине асăннă. Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков хăйĕн докладĕнче раштав уйăхĕн 10-11-мĕш кунĕсенче «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ ирĕклĕ мелпе килĕшессипе спорт ăмăртăвĕсем иртессине каланă. Ăмăртусене  Раççейри 22 регионтан тата Азербайджанран, Белоруссирен, Казахстанран, Монголирен, Швецирен килсе çитессине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев патшалăх влаç органĕсенче, муниципалитетсенче ĕçлекенсем хушшинче Спартакиада ирттернĕ пирки каланă, унăн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Асăннă спорт ăмăртăвĕсем Çĕмĕрле хулинче «Олимп» спорт комплексĕнче иртнине каланă. Пурĕ ăмăрусенче 55 ушкăн пулнă. Патшалăх влаç органĕсем хушшинче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци ушкăн пĕрремĕш вырăн йышăннине, иккĕмĕшне ял хуçалăх министерстви, виççĕмĕшне – финанс министерстви йышăннине пĕлтернĕ.  Муниципалитетсем хушшинче: Шупашкар районĕ пĕрремĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшне – Шупашкар хули, виççĕмĕшне – Патăрьел районĕ çĕнсе илнине каланă.



08 декабря 2015
11:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter