"Бюджетран куçакан кашни тенки тухăçлăн, тĕллевлĕн усă курăнмалла", - тенĕ Михаил Игнатьев

 Паянхи Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне уçнă май, Михаил Игнатьев Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн депутачĕсене 2016 çул валли республика бюджетне йышăннăшăн тав тунинчен пуçланă. Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин тĕп финанс ĕç хутне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче иккĕмĕш вулавпа йышăнса хăварнă. «Нормативлă право ĕç хучĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем умне тĕллев лартатăп. Çитес çĕнĕ çулта пĕрремĕш ĕç кунĕнчен хамăр çине илнĕ пур ĕçе те саккунпа килĕшӳллĕн пуçламалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. 2015 çулта Раççей Финанс министерствипе тухăçлă ĕçленине кура, укçа-тенкĕрен Чăваш Республики çителĕксĕрлĕхе туйманни  куçкĕретех. «2016 çулта федераци бюджетĕнчен республика хыснине укçа куçарса пама йышăнăва та çирĕплетнĕ. Регионти онкологи диспансерĕн хирурги корпусĕн строительство ĕçне 363, 517 млн. куçарса парасси те паллă. Çитес çулта авăн уйăхĕнче хирурги корпусĕ хута каймалла, тавралăхра тирпей-илем хуçаланмалла», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сывлăх сыхлавĕпе Строительство министерствисене тата хула администрацине строительство ĕçне çирĕп тĕрĕслевре тытма каланă. Кунсăр пуçне федерации хыснинчен 155 млн. вăрçă ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерме куçĕ, республикăн агропромышленноç комплексне аталантарма 116,104 млн уйăрма палăртса хунă. «Çитес 2016-мĕш çул çăмăлах пулмĕ. Регионти предприятисем йыврлăха туяççĕ. Бюджетран куçакан кашни пусĕ тухăçлăн, тĕллевлĕн усă курăнмалла», - тесе çирĕппĕн асăрхаттарса каланă Михаил Игнатьев. Ларăва пухăннисем çул-йĕр ыйтăвĕсене те пăхса тухнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Чукун çул транспорчĕсемпе усă курнăшăн тӳлемелли хаксем пирки Чăваш Республикин конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Кадилова тĕплĕн каласа кăтартнă. Республика Пуçлăхĕ хаксемпе çыхăннă уйрăм самантсем пирки чарăнса тăнă, ертӳçĕн тивĕçĕсене пурнăçлакана лайăхрах ăнлантарма хушнă. Ларура пухăннисем çамрăксене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйту пирки канашланă. Çамрăк çемьесене 2012-2020-мĕш çулсем валли йышăнса хăварнă патшалăх программине республика шайĕнче çирĕплетнĕ йĕркене те пăхса тухнă. Чăваш Енре пурăнакан çамрăк çемьесем программăна хутшăнччĕр тесе ĕç хучĕсен йĕрки çинчен хыпарсене халăха пĕлтерсе тăмаллине каланă Чăваш Республикин Пулăхĕ. Эрех-сăра сутакан предпринимательсем пирки калаçу çивĕч пулнă. Наркăмăшлă эрехе сутса, халăх пурнăçран уйрăлса кайнă тĕслĕхсем пулни пăшăрхантарать, çавăнпа та палăртнă ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă регион ертӳçи ятарлă службăсенче тăрăшакансене . Тепре чухне лайăх ĕçлекен çынсем те ăнсăртран эрех-сăра сутакансен таварĕсене туянса вăхăтсăр вилме пултараççĕ, çавăнпа та пурне те асăрхануллă пулма ыйтнă Михаил Игнатьев.  Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтусене те пăхса тухса, тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



09 декабря 2015
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter