«Çамрăксене, ача сачĕсемпе шкулсене, аслă вĕрентӳ учрежденийĕсене инвестици хывмалла. Çыннăн ăс кăна пулмалла мар, унăн кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те аван аталанса пымалла. Тăван çĕршыва юратмалла, аслă çулсенчи ватăсене хисеплеме пĕлмелле», - тенĕ Михаил Игнатьев

«Çамрăксене, ача сачĕсемпе шкулсене, аслă вĕрентӳ учрежденийĕсене инвестици хывмалла. Хамăрăн патшалăх политикинче те тĕп приоритетлă ыйтусем. Çыннăн ăс кăна пулмалла мар, унăн кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен те аван аталанса пымалла. Тăван çĕршыва юратмалла, аслă çулсенчи çынсене хисеплеме пĕлмелле», - тесе палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «çавра сĕтел» мелĕпе йĕркелесе ирттернĕ мероприятинче. Калаçу тĕпрен илсен аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансене хальхи пурнăç таппинче ĕçе вырнаçтарас ыйту тĕп вырăнта пулнă. Мероприятине И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ирттернĕ. Тĕплĕ калаçăва Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Енри вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, республикăри хăш-пĕр пысăк предприятисен ертӳçисем, аслă шкулсенче ĕçлекенсем тата студентсем пуçтарăннă.  Ĕçлев министрĕ хăйĕн докладĕнче Чăваш Ен ĕç рынокĕнче лайăх лару-тăрăва сыхласа хăварас тĕлĕшпе пурĕ 490 млн. тенкĕ тăкакланнине асăннă, çулсерен аслă шкулсенче вĕренсе тухакансем хамăрăн тăван республикăра ĕç вырăнĕсем тупнине каланă. «Пирĕн тĕп тĕллев – Чăваш Енре пурăнакансене ĕçе вырнаçма витĕм кӳресси. Çулсерен 42 пин çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, 80 пин ытла граждан тĕрлĕ пулăшусем усă курать», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Сергей Димитриев. Юлашки çулсенче вĕсен службине ĕç шыраса  килекен çамрăксен шучĕ куçкĕретех сахалланса пынине пĕлтернĕ. И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, аслă шкулсенче ĕçлекен ректорсен канашĕн председателĕ Андрей Александров хăйĕн докладĕнче аслă шкултан вĕренсе тухакансенчен 60 проценчĕ ытла хăйсем суйласа илнĕ специальноçпа ĕçе вырнаçнине каланă, Чăваш Енри малта пыракан пысăк промышленноç предприятийĕсемпе аслă шкулсем тачă çыхăнса ĕçленине пĕлтернĕ. «Чи лайăх, пултаруллă ачасен хамăрăн региона юлмалла», - тенĕ вăл хăйĕн докладне пĕтĕмлетсе.  Инженерсем пирки калаçу пуçарнă май, Михаил Игнатьев Раççейри энергообъектсенче Чăваш Енри предприятисем 40 процента çити пулнине асăннă.  Ку паллах, электротехника кластерĕ регионта аван аталаннине, специалистсене кирлĕ пек шайра хатĕрлесе вĕренсе кăларнине çирĕплетет. «Пирĕн предприятисен ют çĕршыврисенчен те лайăхрах пулмалла. Кун пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă хăйĕн Çырăвĕнче те палăртса хăварнă. Аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансем хăйсене килĕшекен ĕçе вырнаçасса шанатпăр, республика ырлăхĕшĕн тăрăшасса ĕненетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енри Суту-илӳпе промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин паянхи пурнăç условийĕнче ытларах математика енĕпе пĕлӳ пухакан специалистсем пархатарлă пулнине асăннă. «Химпром» предприятийĕн управляющийĕ Вячеслав Курсаков ăста ветерансем пирки сăмах пуçарнă, вĕсем хăйсен пĕлĕвне çитĕнекен ăрăва вĕрентсе хăварасси пирки шанса каланă, аслă шкулсемпе предприяти килĕштерсе ĕçленине палăртнă. Предприяти çамрăксене кирлĕ пек  пысăк ĕç укçипе  тивĕçтернине, яш-кĕрĕм инвестици проечĕсене активлă хутшăннине каланă, предприяти епле аталанса пырасси вĕсенчен те нумай килет тенĕ. Мероприятине пухăннисем калаçу вăхăтĕнче çамрăк специалистсем республика тулашне кайнине, аслă шкулсен вĕрентӳ тухăçлăхне ӳстерессине, çитĕнекен пултаруллă çамрăк ăрăва пулăшу кӳрессипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Тĕплĕнрех



09 декабря 2015
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter