Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Ростелеком" АУО вице-президенчĕпе - "Волга" макрорегион филиалĕн директорĕпе Дмитрий Проскурăпа тĕл пулу ирттернĕ

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев   "Ростелеком" АУО вице-президенчĕпе - "Волга" макрорегион филиалĕн директорĕпе Дмитрий Проскурăпа  тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – информаци политикин министрĕ Александр Иванов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Енри «Ростелеком» АУП филиал директорĕ Сергей Иванов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енпе «Ростелеком» компанийĕн пĕр пек пысăк тĕллевсем пуррине палăртнă, ыйтусене çитес вăхăтсенчех татса пама тăрăшмаллине каланă. Хыпарсене Интернет урлă памаллин хăвăртлăхне ӳстерме тăрăшмаллине, ялсемпе хула хушшинче нимĕнле уйрăмлăх та пулмалла маррине палăртнă. Кун пирки Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура та асăннă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре халăх пурăнакан вырăнсен 42 процентне, унта халăхăн 77 проценчĕ пурăнать, пĕтĕм тĕнчери сетьпе сарлака ярăмлă пралук çыхăнăвĕ урлă çыхăнтарнă. "Цифрăллă танмарлăха пĕтересси" проектпа 2018 çулччен оптика чĕлкĕмлĕ сетьпе йышĕ 250 çынран пуçласа 500 çын таран шутланакан республикăри тата 327 халăх пурăнакан вырăна çыхăнтарма палăртнă. Асăннă проекта йышĕ 500 çынран ытларах шутланакан халăх пурăнакан вырăнсем кĕмен. Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне 2015 çулта Чăваш Енре сарлака ярăмлă Интернет сечĕпе çыхăнтармалли инфратытăма çавнашкал халăх пурăнакан вырăнсенче аталантармалли "çул карттине", проекта 2018 çулта вĕçлеме палăртса, çирĕплетме хушнă. Интернет сечĕпе усă курни çынна пысăк пулăшу кӳнине каланă. Калаçу вăхăтĕнче малашлăхра «Ростелеком» АУП Чăваш Республики тата Раççейри  Çыхăну министерствипе пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелли килĕшӳ хутне алă пусса çирĕплетме палăртни пирки те сăмах пуçарнă. Тĕплĕнрех



10 февраля 2015
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter