Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Венгрирен килнĕ сумлă делегаципе тĕл пулнă

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Венгрирен килнĕ сумлă делегаципе тĕл пулнă. Делегацие ертсе пыраканĕ Венгрин ял хуçалăх министрĕ Шандор Фазекаш пулнă. Ĕçлĕ калаçăва  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче 2014 çулта Венгрипе тачă çыхăнура ĕçленине кура суту-илӳ тытăмĕ 2013 çулхипе танлаштарсан 30 процента çити ӳснине каланă.  «Раççейе хирĕç тăратакан кăлтăксене кура, регионсем шайĕнче ют çĕршывсемпе ĕçлĕ çыхăнусене пăрахăçламалла мар. Политика енчен лару-тăру аванах мар пулин те, регионсен хушшинчи çыхăнăва тытса пыма тăрăшмалла. Çакнашкал тĕллеве шăпах та лартать Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çĕршывра лару-тăру йывăрланса пырать пулин те, республикăра ял хуçалăх тытăмĕнчи бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек пур услови те çителĕклĕ таран пулнине палăртнă. «Халĕ шăпах та питĕ вырăнлă, рынокра çĕнĕ предприятисемпе ушкăнсем йĕркеленсе пыраççĕ. Чăваш Енре хăйсен бизнесне аталантарма палăртнă предпринимательсене яланах кирлĕ пек условисем хатĕрлесе пама тăрăшăпăр», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Венгри Республикин ял хуçалăх министрĕ Шандор Фазекаш хăйсене сума сунса кĕтсе илнишĕн Чăваш Ен ертӳлĕхне тав сăмахĕ каланă. «Регионсем хушшинчи  икĕ енлĕ çыхăнăва аталантарни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн икĕ халăхăн пĕрпеклĕхĕсем, йăх тымарĕсем те пĕр пулни сисĕнет. Апла пулсан, пирĕн пĕр-пĕринпе çывăх ĕçлесе пурăнмалла», - тесе каланă хăнасем. Венгрин ял хуçалăх министрĕ ытларах пирĕн республикăра мăйракаллă шултра выльăхсемпе ĕçлеме палăртасшăн, вăрлăх, чăх-чĕп ĕрчетессине те кун йĕркинчех тытса тăрасшăн. Çĕнĕ технологиллĕ инвесторсене ытларах явăçтарма шантарать.   Республика Пуçлăхĕ ют çĕршывсенчен килекен инвесторсене валли çăмăллăхсем уйăрни пирки те аса илсе хăварнă. Çĕр ыйтăвĕсем, патшалăх пулăшăвĕсем, Европăринчен пирĕн тăрăхра газ хакĕ те пĕчĕкрех пулнине каласа хăварнă. Паянхи куна пирĕн республикăра ют çĕршывсенчен килнĕ пиллĕк ушкăн хăйсен производствисене аталантарса янине палăртнă. Паянхи делегаци региона питĕ пысăк чапа хурса хакланă. Малашне Чăваш Енпе Венгрипе тачă çыхăнса ĕçлеме ятарлă комисси пирки те ыйтăва сӳтсе явнă, унăн ĕçне Сергей Павлова  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрне шаннă. Тĕплĕнрех

 



10 февраля 2015
17:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter