Самбо федерацийĕн Пĕтĕм Раççейри Попечительсен канашĕн йышне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕнĕ

Нарăс уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительство çуртĕнче  Дмитрий Рогозин Пĕтĕм Раççейри самбо Попечительсен канашĕпе Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн Исполкомĕпе пĕрле йĕркелесе ирттернĕ анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă.  2014 çул ĕç кăтартăвĕсемпе Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн президенчĕ Сергей Елисеев тухса калаçнă. Вăл Попечительсен канашĕн çĕнĕ членĕсемпе паллаштарнă. Вĕсем шутне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Хабаровск крайĕн губернаторĕ Вячеслав Шпорт тата Мускаври физкультурăпа спорт Департаментчĕн ертӳçи Алексей Воробьев кĕнĕ. Сергей Елисеев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре самбо питĕ вăйлă хăвăртлăхпа вăй илсе пынине асăннă. Раççей пĕрлештернĕ комадин йышĕнче Чăваш Енрен пиллĕк спортсмен кĕнине палăртнă. 17 самбист  аслисем тата юниорсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусенче тĕнче шайĕнче медальсем çĕнсе илнине каланă. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче спортăн тĕп базине самбо та кĕнине палăрта хăварнă, 2500 çын хăйсен ăсталăхне туптанине каланă. Пĕтĕм Раççейри самбо федерацийĕн Президенчĕ  Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ачасемпе çамрăксен спорт юхăмне эффективлă пулăшса пынишĕн тав тунă. Кунсăр пуçне çак çулта республикăра самбистсен турнирĕсем иртнине асăннă. Раççей ФСБ Чемпионатчĕ (юпа уйăхĕнче) тата чӳк уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пĕтĕм Раççейри турнир та пулассине те уйрăммăн палăртнă. Тĕнчери самбо ĕçĕ-хĕлĕ пирки Халăхсем хушшинчи  самбо федераци президенчĕ  Василий Шестаков калаçнă. Вăл Корейăра тата Японире иртнĕ ăнăçлă ăмăртусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, Азиатпа Европа вăййисен программисене çак асăннă спорт тĕсне кĕрни пирки хыпара пĕлтернĕ. Японипе Великобританире Президент Кубокне çĕнсе илессишĕн тупăшнă турнирсен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Çакнашкал ăмăртусене тĕнчери ытти çĕршывсенче те çав шутрах Италире те ирттерме палăртса хунине асăннă. Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май, Дмитрий Рогозин Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тренĕрĕсене Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Хисеп грамотисене парса чысланă.



10 февраля 2015
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter