Пурнăçпа тан аталанасшăн

Калинино райповĕнче 76 суту-илÿ лавкки тата 18 обществăлла апатлану предприятийĕ ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулта çĕнĕ виçĕ лавкка уçăлнă. Çулталăк кăтартăвĕсене пăхса тухнă май, райпо йышĕ халăха тивĕçтерес шутпа 464 тонна çăкăр пĕçернĕ, 28 тонна кондитер изделийĕсем хатĕрленĕ, 23 тонна пулă тăварланă. Тавар туса кăларассипе Калинино райповĕ Чăвашпотребсоюз системинче вуннăмĕш вырăн йышăнать.

Райпо ĕçĕ-хĕлĕ районăн мĕнпур территорийĕнче пулса пырать. Суту-илÿ, хатĕрлев, производство, общество апатланăвĕ, пулăшу отраслĕсем пурнăçпа тан пыма тăрăшаççĕ. Юсав ĕçĕсем анлă иртеççĕ. Конкурентлăха ÿстерме паянхи пурнăç ыйтăвĕсене шута илни те пĕлтерĕшлĕ. Паянхи куна 4 лавккана автоматизацилесе пĕрлехи сетьпе çыхăнтарнă, 27 лавккара банк карттипе тавар туянма пулать. Социаллă яваплă организаци пулнă май, налуксене, коммуналлă тÿлевсене вăхăтра куçарса пырать.

Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени, аслисем çамрăксене вĕрентсе, çул кăтартса пыни çитĕнÿсем тума пулăшать. Хăйсен пурнăçне райпопа çыхăнтарса тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене те кунта хисеплеççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Сăваплă çак йăла çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăрать. Анчахрах Чăвашпотребсоюзăн «Салют» канмалли лагерьне икĕ ветеран – Н.Ефимова тата Е.Николаева – кайса килчĕç. Центросоюзăн Кисловодскри санаторинче райпон виçĕ ĕçченĕ сывлăхне çирĕплетрĕç.

Çĕнĕ çул уявĕпе саламлама тата парнесем пама райпон оргинструкторĕ Е.Никитина Юр пике, В.Быков Хĕл Мучи пулса кашни яла çитсе сутуçăсемпе вĕсен ачисене саламларĕç.

Калинино райповĕ районти мероприятисене те хутшăнать. Чăваш енре ирттерекен чылай конкурсра час-часах палăрать.

– Паллах, йывăрлăхсем те тупăнсах тăраççĕ. Апла пулин те хуçалăха тытса тăма, анлăлатма вăй çитеретпĕр, çынсене усă кÿретпĕр, – тет райпо канашĕн председателĕ Венера Эриковна Николаева.

М.СЕРГЕЕВА, райпо канашĕн членĕ. (Вăрнар районĕ)



11 февраля 2015
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter