Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей чукун çулĕсем» АУП президенчĕпе Владимир Якунинпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

 Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей чукун çулĕсем» АУП президенчĕпе Владимир Якунинпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçу самантĕнче хальхи пурнăç таппинче «РЖД» АУП предприятийĕсенче пулса иртекен ĕçсем пирки сӳтсе явнă, республикăшăн витĕмлĕ проектсем пирки канашланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси усăллă пулнине, çыхăнăва çирĕплетсе пымаллине каланă.  «Республикăра чукун çул транспорчĕсем халăха кирлĕ пек йĕркепех илсе çӳретеççĕ. Пахалăх енчен те нимĕнле кăлтăксем те çук. Горьковский чукун çулсен пуçлăхĕпе Анатолий Лесунпа пĕлтĕр çурла уйăхĕнче ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Ун чухне шăпах та, çыхăнăва анлăлатасси пирки калаçса татăлнă пулнă. Пирĕн предприятисем çак коммерцисĕр ĕçчешлĕхре пулни, вĕсене малашнехи тапхăрта пысăк технологиллĕ таварсене калăплса кăларма, чукун çул транспорчĕсем валли кирлĕ пек хатĕрсем калăплама пулăшать», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ республика Пуçлăхĕ. Чăваш Енри Канаш хулишĕн чукун çул ыйтăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2015 çулта хулана аталанма федераци енчен пысăк пулăшу куçать. Чăннипех те вĕсем хисепе тивĕçлĕ. Правительствăн çирĕп экзаменĕ витĕр тухрĕç. Владимир Якунин республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева конференцие хутшăннишĕн тав тунă. Раççей тата Чăваш Енри чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятинче «Элара» АУП çак мероприятие ирттернишĕн ырласа хăварнă. «Завода пăхса çаврăннă хыççăн, чăннипех те хам куçпа курса савăнтăм. Эпир малашне те çыхăнăва çирĕплетсе ĕçлесе пырасшăн. Кунта калăпланса тухакан таварсем ют çĕршыврисенчен темиçе хут та лайăхрах, вăйлăрах. Çакăн пек çитĕнӳсемпе ĕçлесе пынишĕн саламлатăп», - тенĕ «РЖД» АУП. 2014 çулта «ЭЛАРА» предприяти хăйсем калăпласа кăларнă таварĕсене   «РЖД» АУП 1,2 млрд. тенкĕллĕх тăратнине асăннă. Тĕплĕнрех



11 февраля 2015
17:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter