Литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалласа регионсем хушшинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ иртнĕ

Нарăс уйăхĕн 10 – мĕшĕнче Комсомольскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 2-мĕш вăтам шкулта Литература тата К.В.Иванов  çулталăкне халалланă  «Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕсемпе килĕшÿллĕн вĕрентесси» темăпа  Регионсем хушшинчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика семинарĕ иртрĕ. Семинар ĕçне Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин доценчĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ю.М.Виноградов, «Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ» общество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн председателĕ, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Г.Л. Никифоров, Чăваш Республикин Комсомольски,Елчĕк тата Тутар Республикин Апастово районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине  вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Семинара шкул директорĕ Г.Е.Длинов уçрĕ, С.П.Атласкина методист пурне те ырă сунса саламларĕ. Унтан Каçал тăрăхĕнче вĕренекенсем хăнасене хăйсен юрри- ташшипе савăнтарчĕç.

 Семинарта тухса калаçакансем йышлă пулчĕç:

  1.          «Шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине çĕнĕ вĕрентÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн вĕрентесси» (С.Г.Индюкова).
  2.          «Каçал ен çыравçисем тата вĕсен литературăри ăсталăхĕ» (Л.И.Никифорова).
  3.           «Çĕнĕ меслетсемпе усă курса ĕçлесси» (Л.Н.Яковлева, Н.А.Смирнова).
  4.          «Уроксенче универсаллă вĕренÿ ĕçне-хĕлне аталантарасси» (В.С.Ефимова).
  5.          «Шкулсенче наци чĕлхине вĕрентес ыйту тавра» (Н.А.Левая).
  6.         «ФГОСа тивĕçтерекен ĕç программисем хатĕрлесси: вĕренÿ содержанине программа картине вырнаçтарса капаштарасси»          (Е.С.Федорова).
  7.          «ЧНК палăртнă ĕçсемпе пулăмсем» (Г.Л.Никифоров).
  8.          «Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи программăсемпе тĕллевсем» (Ю.М.Виноградов).

  Вĕрентекенсем çавра сĕтел хушшинче  тĕрлĕ çивĕч ыйту  хускатрĕç, пĕр-пĕрне  кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, вĕрентÿ ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Семинар пуриншĕн те усăллă иртрĕ.

МБОУ "Аранчеевская ООШ" Яльчикского района



11 февраля 2015
10:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter