Хаçатăн редколлегийĕпе комисси членĕсем пуçтарăнса хисеплĕ ята тивĕçлĕ çынна палăртрĕç

Февралĕн 8-мĕшĕнче районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн менельникĕ пулчĕ, 84 çул тултарчĕ. Район пичечĕн кунĕ умĕн вара ырă йăлана малалла тăсса "2014 çул çынни" конкурса пĕтĕмлетрĕ. Çак сăлтавпа хаçатăн редколлегийĕпе комисси членĕсем вун иккĕмĕш хут пуçтарăнса хисеплĕ ята тивĕçлĕ çынна палăртрĕç.

Аса илтеретпĕр: кăçалхи конкурса вунă çын хутшăнчĕ. Вĕсем пурте тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан хастарсем (хушамачĕсене хаçат урлă пĕлтернĕччĕ). Конкурсантсем хушшинче культура ĕçченĕ те, тухтăр та, шкул директорĕ те, суту-илỹ филиалĕн директорĕпе ял тăрăх пуçлăхĕ тата ытти те пур. Вĕсем кашниех хăйсен пархатарлă ĕçĕсемпе ырă ята тивĕçлĕ темелле, пуçаруллă, халăхшăн тăрăшаканскерсем. Хаçат вулакансем те çак конкурса кĕтнĕ курăнать, редакцине шăнкăравсем те, ятарласа алă пусса çирĕплетнĕ хутсем те чылай çитерчĕç.

Конкурс старт илнĕ хыççăн малтанах районти тĕп больница хирургĕ Р. Ахметов пирки çине-çинех шăнкăрав пулчĕ, çынсем ỹркенмесĕр редакцине кĕрсе тухрĕç, хăйсене йывăр вăхăтра ура çине тăма пулăшнă тухтăра тав турĕç, унăн ăсталăхĕпе пархатарлă ĕçĕ пирки çырусем те хăварчĕç. Чăнах та тивĕçлĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ хирургĕ Рустэм Энверович ăшă та ырă сăмахсене.

2014 çул культура ĕçченĕсен професси çулталăкĕ пулнăран та пулĕ "Шуçăм" фольклор ансамблĕн ертỹçин В. Фроловăн пултарулăхне хаклакан материалсем те çине-çинех килчĕç. Хăй çуралнă ялтан çеç мар, тавраран та. Сцена ăстин хисепне те ăнланмалла. Валерий Васильевич ертсе пыракан халăх ансамблĕ çитмен ял пирĕн районта пур-ши? Вулакансенчен "Полигон" тулли мар яваплă обществăн директорĕн Ф. Уфуковăн çаврăнăçулăхĕпе пултарулăхне тивĕçлипе хак паракансем те йышлăн пулчĕç. Алманчă ял тăрăх пуçлăхĕ Г. Фоминшăн та алă пусса çирĕплетнĕ хутсем сахал мар. Урăхла каласан, хаçат тусĕсем хăйсен шухăшне уççăн палăртрĕç. Маларах пĕлтернĕ пекех, конкурс условийĕпе килĕшỹллĕн чи нумай сасă пуçтараканни "Çулталăк çынни _ 2014" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Хальхинче çак чыса Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул ертỹçи Н. Андреева çĕнсе илчĕ. Наталия Борисовна шкул директорĕн ĕçĕпе пултарулăхне, тавра курăмĕпе çитĕнĕвĕсене 1910 çын хак панă. Иккĕмĕш вырăнта _ Ф. Уфуков, виççĕмĕшĕнче _ В. Фролов.

Конкурс комиссийĕ тата редакци коллективĕ Наталия Борисовна Андреевана "2014 çул çынни" ята çĕнсе илнĕ ятпа чун-чĕререн саламлать, малашнехи ĕçре тата сулмаклăрах ỹсĕмсем тума ăнăçу сунать. Конкурса хутшăннă ытти çынсене вара тав тăвать.



11 февраля 2015
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter