Професси суйлама вăхăт

Вĕренÿ çулĕ вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ. Аслă классенче вĕренекенсемшĕн халĕ шăпах шухăшлав тапхăрĕ пырать – пĕрисем кам пулассине çирĕп палăртнă пулсан, теприсем професси суйлассинче иккĕленеççĕ-ха.

Кун пек чухне уçă алăксен кунне ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Унтан та ытларах – професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсен представителĕсем хăйсем вырăна тухса çÿрени.

Вăрнарти 1-мĕш шкулта кăçал та кунашкал тĕл пулу иртрĕ. Унта районти шкулсенчен вĕренсе тухакансем 160-ăн хутшăнчĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн, Шупашкарти кооператив институчĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн представителĕсем Борис Миронов, Людмила Дмитриева тата Олег Гаврилов пулас абитуриентсене аслă шкулсенчи йышăну, вĕренÿ условийĕсем, специальноçсем çинчен каласа кăтартрĕç, видеофильмсемпе, презентацисемпе паллаштарчĕç.

11-мĕш класра вĕренекенсен халĕ яваплă тапхăр пулнине район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та палăртрĕ. Кăçал патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене улшăнусем кĕртнине, вĕсем çулран çул çирĕпрех пулса пынине, çавна май ун тĕлне тимлĕн хатĕрленмеллине каларĕ. (Вăрнар районĕ)



11 февраля 2015
10:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter