Чукун çул техникисене калăплакансен пĕрлешĕвĕн коммерцисĕр ĕçтешлĕхĕн регионти IX-мĕш конференцийĕ Шупашкарта иртет

   Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа «Раççей чукун çулĕсем» АУП Президенчĕ Владимир Якунин килсе çитнĕ. Чи малтанах сумлă хăнапа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти чукун çулсен вокзалне кĕрсе курнă. Кунта  чукун çулсем темипе хатĕрлесе тăратнă курав ĕçĕпе кăсăкланнă. Шупашкар чукун çул станцийĕнче вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçнă. Палăртнă пулăма РФ транспорт министрĕн çумĕ Алексей Цыденов тата Горьковский чукун çулĕсен пуçлăхĕ Анатолий Лесун хутшăннă. Хăйĕн сăмахĕнче Владимир Якунин 2014 çулта чукун çулĕсем çинче тимлекенсем хăйсен умне лартнă пур тĕллеве те, Раççей Правительстви тăратнă ыйтусене те пĕтĕмпех пурнăçланине палăртнă. «РЖД» АУП Президенчĕ 2015 çулта 415 млрд. тенкĕллĕх инвестициллĕ программăна пурнăçа кĕртме палăртнине пĕлтернĕ. «Вĕсем туянакан таварсенчен 4 проценчĕ çеç импорт шутланать, ытти хатĕрсем пĕтĕмпех хамăрăн çĕршывра калăпланса тухнине пĕлтернĕ. Кун пек кăтартупа нимĕнле компани те пирĕн çĕршывра урăх çук», - тесе уççăммăн çирĕплетсе каланă хăйĕн сăмахне  Владимир Якунин. Сумлă хăна çакăн пекех халăхсене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтересси ыйту çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртса хăварнă.  РЖД ĕçченĕсен хисепне чакарасси ыйтăва хускатнă май, вăл хальхи çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче хăшĕ-пĕрисене тулли мар ĕç кунĕ çине куçарма та май килнине, анчах та сăлтавсăрах çынсене никама та ĕçрен хăтарма палăртманнине уйрăммăн каланă. Шупашкарти чукун çулсем çинче ĕçлекенсене лару-тăрăва пĕлсе лайăх хакламаллине, улталама пăхакансенчен хăпма тăрăшмаллине каланă. Провакациллĕ майсенчен сирĕлме тăрăшмаллине асăннă. «Йывăрлăхра кармаçăварсем ыйтăва политика çине куçарса  хăйсен политика шайне ӳстерме тăрăшаççĕ. Усалпа сăмах сарма аванрах-çке, анчах та çав усăллă ĕçсем тума вĕсем пĕлмеççĕ», - ятласа каланă Владимир Якунин. Михаил Игнатьев канашлăва пухăннисене республикăн социаллă экономика пайĕшĕн пысăк витĕм кӳнишĕн, уйрăмах чукун çул çинче тăрăшакансене тав тунă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулта пурнăçланă ĕçсем пирки тĕплĕн каланă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем, çуртсен таврашĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе хута янине асăннă. Сахал мар ĕç пурнăçланă пĕлтĕрхи çул Чăваш Енре. Хыççăн Михаил Игнатьевпа Владимир Якунин «ЭЛАРА» АУП çитсе килнĕ. Производство цехĕсемпе кăсăкланнă, таварсен палăхĕпе паллашнă, «ОПЖТ» НП регионти IX конференци ĕçне хутшăннă. Чукун çул валли техникăсем калăплакансен пĕрлешĕвĕн коммерциллĕ мар организацийĕн конференцийне РФ транспорт Министрĕн çумĕ Алексей Цыденов, ĕçпе тивĕçтерекен федераци службин Ертӳçин çумĕ Максим Паршин, «РЖД» АУП вице-президенчĕ «ОПЖТ»  НП президенчĕ  Валентин Гапанович тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисем умĕнче тухса калçнă май, «РЖД» АУП ертӳлĕхне тав сăмахĕ каланă. Республикăна пулăшу кӳнишĕн, çакăн пек пысăк мероприятие Чăваш Енре ирттернишĕн  ырланă.   Пире хисеплени куç умĕнчех. «Пирĕн çĕршывшăн та, пирĕн пурнăçра та чукун çулсемпе иртсе çӳрекен транспортсем çав тери пысăк вырăн йышăнса тăраççĕ. Эсир эффективлă ĕçлесе пынине кура, Раççей экономики аван аталанса пырать. Граждансен кăмăл-туйăмĕ те ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  Вăл пирĕн республикăра «РЖД» АУП чукун çул техникисене валли 26 предприяти тĕрлĕ таварсем калăпланине палăртнă. Çулталăкне вĕсем 15 млрд тенкĕллĕх таварсе кăлараççĕ, çак кăтарту çулсеренех пысăк хăвăртлăхпа ӳссе пынине пĕлтернĕ. «РЖД» АУП Президенчĕ «ЭЛАРА» АУП пысăк хак панă, лайăх ĕçленине асăннă.  «Чăваш Ен Пуçлăхĕн те предприятийĕн ертӳлĕхĕн те мăнаçланма сăлтав пур. Енчен те çĕршывра кашиех çакăн пек, ЭЛАРА пек  кăтартупа ĕçлесе пырсан, питĕ аван пулнă пулĕччĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ  Владимир Якунин. Экономикăшăн, чăннипех те «РЖД» АУП çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, хальхи пурнăç таппинче ют çĕршывсенче калăпланса тухакан таварсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман çирĕп таварсем хатĕрлекенсене малашне те пулăшусем пулассине каланă. «ОПЖТ» НП 2014 çулти ĕç кăтартăвĕсемпе тата 2015 çулта патшалăх парса тивĕçтерме палăртнă пулăшусем пирки компанийĕн ертӳçи Валентин Гапанович тĕплĕн чарăнса тăнă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев республикăри предприятисем «РЖД» АУП пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли йĕркене çирĕплетсех пынине каланă. «Чăннипех те пиллĕк çул каялла «РЖД» АУП Президенчĕпе Владимир Якунинпа пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Çак асăннă тапхăр вăхăтĕнче пирĕн предприятисем вĕсене валли таварсене хатĕрлесе кăларассине 15-20 процента çити ӳтерчĕç. Вĕсемпе çирĕп çыхăну тытса ĕçлекен предприятисен хисепĕ те 2 хут ӳсрĕ. Пирĕн тăрăхри ăста çынсем хăйсен пуçаруллă ĕçĕсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ, вăйлă проектсене хатĕрлесе, пахалăхлă таварсем калăплаççĕ. Вĕсем: ABB, Siemens, Alston. Электротехника кластерĕ те пур, унта промышленноç организацийĕсем 27 кĕнĕ. Паллах, пирĕн ыттисенни пек çĕр айĕнчи пуянлăхĕсем çук, анчах та пирĕн хастар та ĕçлеме юратакан халăх пуррипе, эпир яланах мăнаçланатпăр. Шăпах та вĕсем, пирĕн лайăх кăтартусем», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Владимир Якунин малашне те Чăваш Енре «РЖД»  АУП производствăн базисем вăй илсе пырассине нимĕн иккеленмесĕрех шанса каланă. Вăл çавăн пекех пысăк хăвăртлăхпа çӳретекен магистраль пирки те чарăнса тăнă. Мускав-Хусана илсе çӳретекен çула хута яма проектсене хатĕрлеме РФ Правительствин хушăвĕпе килĕшӳллĕн укçа-тенкĕ те куçарассине, 2016 çулта авăн уйăхĕнче ВСМ-2 проектне хатĕрлесе çитерессине те пĕлтернĕ.  Çак асăннă конференцие Шупашкарта нарăс уйăхĕн 11-12-мĕш кунĕсенче ирттереççĕ. Ĕçе РФ 34 субъектĕнчен  150 промышленноç предприятисен ертӳçисем килсе çитнĕ. Тĕплĕнрех



11 февраля 2015
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter