Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей чукун çулĕсем» АУП президенчĕпе Владимир Якунинпа Раççей чукун çулĕсем валли таварсене хатĕрлесе кăларакан предприятисене çитсе килнĕ

Нарăс уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей чукун çулĕсем» АУП президенчĕпе Владимир Якунинпа Раççей чукун çулĕсем валли таварсене  хатĕрлесе кăларакан предприятисене çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланнă. Ĕçлĕ çул çӳреве вĕсемпе пĕрле РФ транспорт Министрĕн çумĕ Алексей Цыденов тата Горький чукун çулĕсен пуçлăхĕ Анатолий Лесун тухнă. 2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче "ЭКРА" НПП тулли мар яваплă обществăра производство комплексĕн пĕрремĕш черечĕ хута кайрĕ. Паян кунта сахал мар çын вăй хурать, 2015 тата 2016 çулсенче хута яма палăртнă иккĕмĕшпе виççĕмĕш черетсем ĕçе кĕрсен вара пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсен шучĕ тата та нумайрах, производство калăпăшĕ те  куçкĕретех тата вăйлăн ӳссе кайĕ. Малтанласа палăртса хунă тăрăх, предприяти пĕлтĕрхи çул  пурĕ 30,2 млн. тенкĕ чухлĕ таварсем калăпланă. Вĕсем сахал мар проектсенче хутшăнса, хăйсене тивĕçлипех кăтартнă. Хăнасем «Яхтинг» ООО пушмаксем калăпланса тухакан цехпа та паллашнă. Чукун çулсем çинче тăрăшакансем валли ятарлă атă-пушмак тирпейлесе кăлараççĕ. Владимир Якунин хăй куçĕпе курса предприятийĕн ăнăçлăхне пăхса ĕненнĕ. «Эпир курни чăнлсах та пурнăçпа тӳр килет. Таварсем каламасăрах паллă, пысăк пахалăхлă, лавкккасенче те кулленех сутма юрăхлă», - тенĕ вăл. Сумлă хăна «Яхтинг» ОООра  хĕрарăмсемпе арçынсене валли çĕлекен тумтирсене пăхса çаврăннă. КУнта 200 яхăн ытла тĕрлĕ тĕслĕ хатĕрсем калăпланаççĕ. Предприятишĕн уйрăмах «РЖД» АУП валли ятарлă атă-пушмак хатĕрлесе кăларасси питĕ вырăнлă, вĕсем 50 тĕслĕ. Ют çĕршыврисенчен темиçе хут та аванрах пулни никамшăн та вăртăнлăх мар.   Тĕплĕнрех



11 февраля 2015
18:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter