Библиотекăсене - кĕнеке парни

 Элĕкри тĕп библиотека Литература çулталăкне халалласа нарăсăн 7-мĕшĕнчен «Библиотекăсене - чăва- шла кĕнекесем» ыр кăмăллăх акцине ирттерме тытăнчĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ - фондсене пуянлатасси.

Акцин пĕрремĕш кунĕнчех Элĕкри тĕп библиотекăна вулакансем килчĕç. Пирĕн ентеш, ЧР çарти ĕçсен тата çар органĕсен ветерансен канашĕн Президиумĕн членĕ, шалти ĕçсен службин отставкăри полковникĕ Геннадий Михайлов «Дарья. Биография», журнал çырăнса пачĕ, «Москва. Вехи истории», «Город, дружбой возведенный. Новочебоксарск», «О, Волга!» изданисене парнелерĕ.



12 февраля 2015
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter