Александр Иванов министр Муркаш районĕнче пулнă

Февралĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов ĕçлĕ визитпа Муркаш районĕнче пулчĕ.

Александр Иванов министр район пуçлăхĕпе Игорь Николаевпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Ростислав Тимофеевпа, районти «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕпе Анатолий Тихоновпа тата район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен пай ертÿçипе Валерий Лаврентьевпа тĕл пулчĕ. Пухăннисем «çавра сĕтел» хушшинче влаç органĕсем массăллă информаци хатĕрĕсемпе çыхăнса ĕçлес ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Унтан министр район ертÿçисемпе бокс вăййипе республика шайĕнчи Муркашра иртекен ăмăртăва уçнă çĕре хутшăнчĕ. Сывă та ăслă çамрăксем пирĕн çĕршыв пуласлăхĕ пулнине палăртса ринг çине тухакансене ăнăçу сунчĕ. Ăмăртăва йĕркелекенсене уйрăммăн тав турĕ. Сăмах май, çак турнир районта 3-мĕш хут иртет. Çĕнтерÿçĕ команда район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне тивĕçет.

 



12 февраля 2015
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter