Травматологипе ортопеди тата эндопротезированийĕн федераци центрĕнче 2014 çул ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

Нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игатьев травматологипе ортопеди тата эндопротезированийĕн федераци центрне çитсе килнĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пулнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ клинико-диагностика лабораторийĕн тата центрта усă курăнакан технологисен ĕçĕсемпе паллашнă. Ортопедипе травматологи ĕçĕсенче «Деост 2» НПО АУП хатĕрлесе кăларнă реабилитаци хатрĕсене тишкернĕ. Çитес вăхăтсенче  И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ бази çумĕнче медико-технический кластер йĕркелесе тăратма шутлаççĕ. Раççей Правительстви пулăшнипе Шупашкарта травматологинче усă курма кирлĕ 600 яхăн тĕслĕ протезсем калăплама май паракан завод ĕçе кĕртсе ярасшăн.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев травматологи уйрăмĕн Федераци центрĕнче çулталăк ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ майпа ирттернĕ канашлăвăн ĕçне хутшăннă. Кунта кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Центр Тĕп врачĕ  Николай Николаев тухса калаçнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕрхи çул вĕсем патĕнче 6800 пациент сипленме килнине асăннă, вĕсенчен 80 проценчĕ хамăр республика тулашĕнчен ытти регионсенчен çынсем пулнине палăртнă. Кунне кунта тухтăрсем 27 операци тăваççĕ. Çулталăкне пĕр врач 340 операци ĕçне туса ирттерет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак палăртнă Центр Раççей шайĕнче питĕ паллă пулнине каланă, сипленекенсем те яланах ырăпа асăнни куçкĕретех. Кунта паянхи пурнăç таппипе тӳр килекен медицина хатĕрĕсемпе пĕтĕмпех усă кураççĕ. Ĕçлекенсене пурне те хăйсен ĕçне пĕлсе кирлĕ пек пысăк шайра пурнăçласа пынишĕн тав сăмахĕсем каланă. Алла Самойлова та çк сăмахсене çирĕплетсе, чăннипех те Центр ĕçне пысăка хак панă. Кунта пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе çынсене сиплени çине çеç тимлĕх уйăрмаççĕ, реабилитаци ĕçне те витĕм кĕрсе пыни паха пулнине каланă.   Тĕплĕнрех



13 февраля 2015
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter